Пуян форум

Раççейри 84 регионти тата 85 çĕршыври делегата Хусан йышĕнчĕ. «Раççейри ислам тĕнчи» экономика форумне 7 000 çын хутшăнчĕ. Ĕçлĕ тĕл пулу, сӳтсе явни, хаклашу – программа пуян. «Цифрăллă финанс тытăмнĕн хатĕрĕсене аталантарасси» дискусси те нумайăшне тыткăнларĕ. Цифра ыйтăвĕпе çыхăннă сӳтсе явакан канашлăва Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ертсе пычĕ. Цифрăллă финанс пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та калаçрĕ. Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухне Олег Алексеевич шăпах цифра финансĕн саккунне хатĕрлекенсенчен пĕри пулнă. Чăваш Ен ертӳçи тавлашăва хутшăнакансене Шупашкар агломерацийĕн планне хатĕрлени çинчен, çак вара регионти цифровизацин тăсăмĕ пулнă пирки каларĕ. Олег Алексеевич Чăваш Ене цифрăллă финанс активĕсене кĕртессипе сăнавлă регион тума та сĕнчĕ. Паян çĕршывра цифрăллă экономикăна аталанма хавхалантаракан сервиссемпе таварсем хатĕрлессипе тимлеççĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин председателĕн çумĕ Николай Журавлев цифрăллă тенкĕне пурнăçа кĕртесси пирки калаçрĕ. Тĕл пулура инвесторсене хӳтĕлемелли çинче те чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех ахаль çынсем цифра активĕсене туянма май пурри пирки те сăмах хускатрĕç. Форумра финанспа экономика ыйтăвĕсене хускатнăсăр пуçне ĕçлĕ калаçусем те пулчĕç. Чăваш Енрен кайнă ушкăн Иранран çитнĕ делегаципе тĕл пулу йĕркелерĕ. Ют çĕршыв хăнисене йывăр тата пĕчĕк тракторсем кăсăклантараççĕ. Хими промышленнăçĕн тата электротехника таварĕсем те вĕсене илĕртеççĕ. Атăл хĕрринче вырнаçнă регионсемпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме палăртаççĕ вĕсем. Çывăх вăхăтра Çурçĕр-Кăнтăр çул уçăлмалла. 



НТРК
23 мая 2023
11:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter