Экзаменсем пуçланаççĕ
Шкул çунатти айĕнчен вĕçсе тухса каякансем çу уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне мĕнле тытнине тĕрĕслекен 35 пунктра сăнав хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Ку Правительство çуртĕнче иртнĕ ларури ыйтусенчен пĕри пулчĕ.
Пропускпа кĕреççĕ, тимĕр шыракан хатĕрпе тĕрĕслеççĕ, йĕркелĕх хуралçисем пулаççĕ тата ытти те – ачасене экзамен тыттарма хатĕр. Чăваш Енре патшалăх аттестацине йĕркелеме çулсерен 6 пин çынна явăçтараççĕ. 472 эксперт предмет комиссийĕн йышне кĕнĕ. 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем пурте вырăс чĕлхипе тата математикăпа пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ.
Çавăн пекех хăйсене малалла аслă пĕлӳ илме кайма кирлĕ предмета суйлаççĕ. 9-мĕш класпа сыв пуллашакансем вара 4 хут пухăнаççĕ, аслисем пекех вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен тытаççĕ, тепĕр икĕ предмета хăйсене кирлине суйлаççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, иртнĕ çулсенче ачасенчен çурри ытларах информатика предметне суйласа илнĕ. Патшалăх аттестацине тухма 92 пункт йĕркеленĕ. Çавăн пекех май килтерейменнисем патне киле, юсанмалли учреждение, сыватмăша çитĕç. Пурĕ 14 пин майлă арçын ачапа хĕрача хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме палăртаççĕ. Пĕлтĕртен вара хими предмечĕпе экзамен тытакансем хими эксперименчĕсем ирттереççĕ. Унта валли кирлĕ хатĕрсене пĕтĕмпех туяннă. Физика предметне камăллакансен вара сăнав пайне те пурнăçламалла. Ку тĕлĕшпе те оборудовани комплекчĕсене хатĕрленĕ. Экзамен вăхăтĕнче республикипе 443 медицина ĕçченĕ пулĕ