«Хыпар» никĕслевҫин Николай Никольскин ĕҫне тăсатпăр

Муркаш округӗнчи Купӑрляна «Хыпар» хаҫат никӗслевҫине, ӑсчаха Николай Никольские сума сӑвакансем пухӑнчӗҫ.

Паян ҫак ялӑн мухтавлӑ ҫынни ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитрӗ.
Уява килнисем Николай Васильевичӑн еткерне упранине, ӗҫне тӑснине каларӗҫ.

 «Хыпар» хаçат — Раççейре наци чĕлхисемпе тухса тăракан хаçатсенчен чи аслисенчен пĕри. Эпир çакăнпа мухтанпа пултаратпăр. Халĕ «Хыпар» Издательство çуртĕнче 10 хаçат-журнал, электрон кăларăм тухса тăрать. Çамрăк корреспондентсене хамăр ĕçе явăçтаратпăр. Эпир Николай Никольскин ĕçне пĕрле малалла тăсатпăр, - терĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина.

Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Алексей Леонтьев Николай Никольскин ĕҫĕсене пичетлемеллине палăртрĕ. Унăн 150 ҫулхи юбилейне халех хатĕрленме пуҫламаллине каларĕ.

Николай Васильевичăн тăванĕсем, ял ҫыннисем сăмах илчĕҫ. Унпа ҫыхăннă самантсене каласа кăтартрĕҫ. Шкул ачисем юрласа ташларĕҫ, сăвă вуларĕҫ.

www.hypar.ru



24 мая 2023
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter