Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шкултан пĕлӳ илсе тухнă ятпа саламлани

Хисеплĕ вĕренсе тухакансем!

Сире шкултан пĕлӳ илсе тухнă ятпа саламлатăп! 

Паян сирĕншĕн пуриншĕн те  хумхануллă кун  юлашки шăнкăрав янăрать. 

Пĕлӳ илме ăнтăлнишĕн сире, педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсене вара яш-кĕрĕме тĕнчене пĕлсе çитме пулăшнăшăн, çĕршыва юрăхлă ăру çитĕнтернĕшĕн  тав тăватăп. 

Эсир шкултан вĕренсе тухакан çул Чăваш Еншĕн Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ. Кашни ачан вăй-хăватне палăртас, сиртен пурте паха та професиллĕ пĕлӳ илтĕр, тавра курăма тĕрлĕ енлĕ аталантартăр тесе эпир хамăртан май килнине пурне те тума тăрăшатпăр.

Эсир паян нихçанхинчен те ытларах çĕршыва кирлĕ мал курăмлă специалистсем, Технологипе аслăлăх уйрăмĕ ӳсни, Раççей технологи тĕлĕшĕнчен никама пăхăнманлăх çулĕпе пыни те сире çапла пулма хистет.

Сирĕншĕн  пур çĕрте те - чи лайăх аслă пĕлӳ паракан çуртсенче, колледжсенче, техникумсенче — çул уçă. Профессиллĕ вĕрентĕвĕн пуçламăш тапхăрĕнчех  сире Чăваш Енри вăйлă ĕçлекен пĕрлешӳсенче хăнăхмалăх ĕçлесе пăхма, пуласлăхра кунтах ĕçе вырнаçма май туса панă.

Хаклă ачасем!

Кирек мĕнле профессие суйласа илсен те, хуть те мĕнле ĕç тусан та çакна асра тытăр — суйласа илнĕ тивĕçе хисеплени тата яваплă пурнăçлани, çĕршыва, унăн паттăрла историне, йăли-йĕркине юратни,  Аслă Раççее хӳтĕлеме кирек хăçан та хатĕр пулни яланах хаклă пулнă.

Сире çирĕппĕн малалла утса çĕнĕ çитĕнӳсемпе çĕнтерӳсем туса пире савăнтарма сунатăп.

Телейлĕ çул сире, вĕренсе тухакансем!

 

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                           Олег Николаев

 



25 мая 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter