«Пысăк тĕллевсем лартӑр, йывăрлăхсенчен ан хăрăр», – тенĕ Олег Николаев
Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ Лицейра пулнă, унта вăл юлашки шăнкăрава халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă.
«Паян сирĕншĕн пуриншĕн те хумхануллă кун юлашки шăнкăрав янăрать. Пуласлăхра тĕрĕс ҫул-йĕрпе малалла кайма эсир хăвăрăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатнă шкулта. Ĕмĕтĕрсене те палăртнă пулĕ сирĕнтен нумайăшĕ. Ăҫта вĕренме кĕресси пирки те тен шухăшланă паллах. Аслă шкулсене вĕренме кĕрсен паха профессионалсем пулса вĕренсе тухассине шансах тăратпăр. Кашни кун сире пысăк яваплăхпа пурнăҫламалли ĕҫсем кĕтеҫҫĕ. Пурнăҫăн аслă ҫулĕпе тĕрĕс утма, хăвăра кăмăла каякан профессине алла илме сĕнетпĕр. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк. Пурнăҫа юратса, уншăн парăнса лайăх малалла та вĕренесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Каярах ӳссе ҫитĕнсен, ҫемье ҫавăрсан, республика, Тăван ҫĕршывăмăршăн юрăхлă ачасем ҫитĕнтерсе ура ҫине тăратсан, пирĕн пуласлăх тата та лайăх пуласса пурсăмăр та пĕлсех тăратпăр. Ҫитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар, кулленех малалла ăнтăлмалла, пурнăҫăн ырă енĕсене тĕпе хурса кунран-кун лайăх ĕҫлемелле, яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа пурăнмалла. Нимĕнле йывăрлăхсенчен те хăрама кирлĕ мар, вĕсене пĕтĕмпех парăнтарма пулать, енчен те тăрăшса вĕренсен, паха специалистсем пулсан. Ăслă пысăк тавра-курăмлă ҫын – ыттисемшĕн тĕслĕхре. Ăс-тăн пире пурсăмăра та вăйлăрах пулма витĕм кӳрет. Ăнăҫусем сунатпăр сире!», – тесе ҫапларах каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Алексеевич.
Пĕлӳ илме ăнтăлнишĕн сире, педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсене вара яш-кĕрĕме тĕнчене пĕлсе çитме пулăшнăшăн, çĕршыва юрăхлă ăру çитĕнтернĕшĕн тав тунă Пуҫлăх.
«Эсир шкултан вĕренсе тухакан çул Чăваш Еншĕн Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ. Кашни ачан вăй-хăватне палăртас, сиртен пурте паха та професиллĕ пĕлӳ илтĕр, тавра курăма тĕрлĕ енлĕ аталантартăр тесе эпир хамăртан май килнине пурне те тума тăрăшатпăр. Яланах асра тытăр – эсир Чăваш Енĕн маттур яшсемпе хĕрĕсем. Чăваш ҫĕрĕ яланах сире ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вăй-хăват хушĕ. Сире çирĕппĕн малалла утса çĕнĕ çитĕнӳсемпе çĕнтерӳсем туса пире савăнтарма сунатăп», – тенĕ вăл.
«Кирек мĕнле профессие суйласа илсен те, кирек-епле ĕç тусан та çакна асра тытăр – суйласа илнĕ тивĕçе хисеплени тата яваплă пурнăçлани, çĕршыва, унăн паттăрла историне, йăли-йĕркине юратни, Аслă Раççее хӳтĕлеме кирек хăçан та хатĕр пулни яланах хаклă пулнă», – тесе хушса каланă республика ертӳҫи.
3-мĕш №-лĕ Лицей директорĕ Игорь Димитриев хăйĕн сăмахĕнче шкултан вĕренсе тухакан кашни ачан хăйне евĕр пысăк ҫитĕнĕвĕсем пуррине палăртнă. Ачасем маттур та хастар тесе хакланă вăл. «Пысăк тĕллевсенчен пĕри – патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытасси», – тенĕ директор.
Пуласлăхра тата та ҫĕнĕлĕхсем пур-ха. ППЭ ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса пурнăҫласа пыма пуҫлĕҫ. «Интернетпа» усă курса, экзамен материалĕсене пĕтĕмпех вырнаҫтарса пырĕҫ. Кăҫал республикăра пĕтĕмпе 4,9 пин ача вунпĕрмĕш класран, 13,4 пин ача тăххăрмĕш класран вĕренсе тухать. Пĕрремĕш экзаменсем ыран, ҫу уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулаҫҫĕ.