Республикăри туризм порталĕ пулĕ

Чăваш Енре туризм порталĕ ĕçлесе каймалла. Унта республикăра вырнаçнă туризм объекчĕсем пирки ăнлантарса пани пулмалла. Вăл е ку вырăна мĕнле çитмелле, вĕсен мĕнле программа пулнине кăтартакан хыпарсем пулĕç унта. Ăна йĕркелесе ямалли çинчен калакан йышăнăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Чăваш Республикинчи тараватлăх индустрине тата туризмне аталантармалла – çĕнĕ портала çак тĕллевпе хута яраççĕ те. Туристсене Чăваш Ене явăçтарассине пысăклатмалла, республикăра туса кăларакан туризм таварне сутлăха кăларасси. Чăваш Республикинчи тараватлăх индустрине тата туризмне аталантармалли çинчен калакан программăра улшăнусем пулаççĕ. Ăна пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăраççĕ. 2023-2025-мĕш çулсенчи нухрат 93 миллион тенкĕ таран пысăкланнă, вăл шутран федераци укçи – 25 миллион тенкĕ, ытти вара – республика кĕмĕлĕ. Ача-пăча туризмĕ те республикăра аталанать. Кун валли 35 миллион тенкĕ уйăрнă. 5-9-мĕш класра вĕренекен 5 пин шкул ачи çакăнпа усă курма пултарать. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕпе килĕшӳллен регион шайĕнче те туризмпа çыхăннă проект пурнăçланать. 3-4-мĕш классенче тата 10-11-мĕш классенче вĕрнекенсем валли ку енпе мероприяти йĕркелеме 7 миллион тенкĕ пăхса хăвараççĕ. Вĕсем республикăри паллă вырăнсене çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашаççĕ. Çакăнта 3 пин шкул ачине явăçтарма палăртаççĕ. Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Шупашкар хулисем туристсене илĕртмелле. Çак программăпа ĕçлени Чăваш Ене килекенсен йышне икĕ хут ытларах пысăклатмалла. 2030-мĕш çулччен туристсен шучĕ миллионпа танлашмалла. 



25 мая 2023
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter