Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей предпринимательлĕх кунĕ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин хисеплĕ предпринимателĕсем!

Сире  Раççей предпринимательлĕх кунĕпе саламлатăп!

Чăваш Республикинче ку уяв  пултаруллă та пуçаруллă, тĕрлĕ тытăмра бизнес йĕркелеме пултарнă регион экономикинче çирĕп вырăн йышăнакан  87  пин усламçăпа хăй çине ĕçлекене пĕрлештерет.

2021-мĕш çулпа танлаштарсан, вĕсен хисепĕ чĕрĕк ӳснĕ. Кунта Чăваш Республикин суту-илӳпе промышленность палати, «ОПОРА РОССИИ» тата «Деловая Россия» пĕрлешӳсем пĕрле патшалăх пулăшăвĕпе тĕрлĕ енлĕ тивĕçтерни, ĕçлеме майсем туса пани витĕм кӳрет. Çак цифрăсем ахаль çеç мар. Ăнăçлă производство,  суту-илӳре, пулăшура тĕслĕх нумай, инновациллĕ бизнес-проектсем, стартапсем тата социаллă проектсем пурнăçланаççĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене хавхалантарнăшăн, пулăшнăшăн, Раççейĕн çĕнĕ территорийĕнче пурăнакансене гуманитари пулăшăвĕ кӳнĕшĕн, аякра тăрса юлманшăн уйрăммăнах тав тăватăп.

Сирĕнпе уçă калаçу пулни, усăллă пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени республикăна аталанма, ентешсен пурнăç шайĕпе пахалăхне ӳстерме май парать.

Хастарлăхшăн, пултарулăх шыравĕшĕн, суйласа илнĕ ĕçе парăннăшăн тав тăватăп. Телей, сывлăх, тивлетлĕх сире!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                     Олег Николаев



26 мая 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter