Предпринимательлĕх центрĕ Чăваш Ен пулма пултарĕ

Раҫҫейри предпринимательсен центрне Чăваш Енре йышăнас текен шухăша республикăри бизнес-пĕрлешӳре вăй хуракансем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра пĕлтернĕ.  Уҫă калаҫу Раҫҫей предпринимательлĕх кунĕ умĕн иртнĕ.  

«Чăваш Ен пурăнма чи лайăх вырăн текен шухăша эпир тахҫантанпах калатпăр. Ку пуҫарăва малашне те аталантарса пырассишĕн ĕҫлĕпĕр.  Бизнеса йĕркелесе пуҫарса яма питех те меллĕ Чăваш Енре.  Географи тĕлĕшĕнчен пăхас пулсан та аван.  Раҫҫейри предпринимательсене аталанса пыма май паракан центр Чăваш Ен пулма пултарасси никама та иккĕлентермест.  Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашма пирĕн тăрăхра условисем те лайăх, ҫĕнĕлĕхсем те регионта туххăмрах пурнăҫа кĕрсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Алексеевич.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ май, регионти предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем тĕрлĕ плансене кăна мар, пуласлăхри аталану ҫул-йĕрĕсене те тарăн тишкернĕ, ҫĕнĕ проектсем пирки калаҫнă, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма патшалăх енчен куҫакан пулăшусемпе паллашнă. «ОПОРА РОССИИ» тата «ДЕЛОВАЯ РОССИЯ» пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацисен Чăваш Енри уйрăмĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллаштарнă, пуласлăхри тĕллевсем пирки каласа кăтартнă.

«Предпринимательсен пуҫаруллă проекчĕсене эпир яланах тĕрев пама хатĕр. Пирĕн пата эсир илсе ҫитерекен шухăшсем питĕ паха. Ыйтусемпе сĕнӳсене  эпĕ тимлĕн пăхса тухатăп.  РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пĕрле пĕр-пĕринпе килĕшсе пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла. Чăваш Ен Правительстви предпринимательлĕх ĕҫ-хĕлĕ вăй илсе пытăр тесе мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пама тăрăшĕ.  Тухăҫлăх тени кулленех малти вырăна тухмалла.   Ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса, пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе ĕҫлесе пыма вĕренмелле», тесе палăртнă Олег Николаев.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Пуҫлăхĕ.

Паянхи пурнăҫ таппинче предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем питĕ хастар ĕҫленине асăннă вăл.  Вĕренӳ процессне хутшăннине, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе алла-алăн тытăнса, пĕрне-пĕри пулăшса, май пур таран пĕр-пĕриншĕн кирлĕ проектсемпе ĕҫлесе пынине асăннă регион Пуҫлăхĕ.  «Халăха вăхăтра кирлĕ хыпарсене илсе ҫитерсен, вĕсен бизнес сферăра ĕҫлеме кăмăлĕсем те лайăхланса пырĕҫ.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне май пур таран патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерме кирлĕ пек условисем хатĕрлĕпĕр», тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Кун пек уҫă калаҫу бизнес-пĕрлешӳре тăрăшакансемпе регионта пуҫласа иртнĕ. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  мероприятисене кулленех йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă.   «Кун пек уҫă калаҫусем туххăмрах кирек-епле йывăрлăха та татса пама май парĕҫ. Пуласлăхри тĕллевсене палăртма аван. Паянхи пурнăҫ ыйтакан ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса ĕҫсене пурнăҫласа пыма та тен меллĕрех пулĕ»,  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, пĕр-пĕринпе курнăҫни – тухăҫлăха та, кăтартăва та, ҫитĕнӳсем патне часах ăнтăлма витĕм кӳрессе шанатпăр.  Кун пирки пĕр саслă пулса пурте ҫирĕппĕн каланă канашу вăхăтĕнĕнче ертӳҫĕсем.



26 мая 2023
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter