Усламçăсем çăмăл мар тиеве туртаççĕ

Шупашкарти «Мой бизнес» центрта паян республикӑри ĕҫлĕ пĕрлĕхсен тĕлпулӑвĕ иртрĕ.

Ӑна Предприниматель кунне халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑнчĕ.

Бизнесри яваплӑ ĕҫшĕн тав тӑватӑп. Ҫӑмӑл мар ҫак тиеве туртма. Ҫав вӑхӑтрах общество ĕҫне те туса пыратӑр«, - терĕ Олег Алексеевич усламҫӑсене Предприниматель кунĕ ячĕпе саламланӑ май.

Уяв умĕн хастар, пуҫаруллӑ ĕҫлекенсене «ЧР тава тивĕҫлĕ предпринимателĕ  хисеплĕ ят илме тӑратма сĕнчĕ. Хальлĕхе хисеплĕ ку ята Чӑваш Енре сахалӑн тивĕҫнĕ-мĕн.



Хыпар
26 мая 2023
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter