Утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енри «АБАТ» технопарк территорийӗнче ҫӑвакан машинӑсен ҫӗнӗ производствине хута ярӗҫ

 Икĕ пайăр промышленноҫ паркĕсен витĕмлĕхĕпе пурнăҫланĕ проект. Ăна «Экономика аталанăвĕ тата инновациллĕ экономика» патшалăх программине тĕпе хурса пурнăҫа кĕртсе пырĕҫ. Кун пирки тепĕр хут каланă ертӳҫĕсем.  Ҫурт пĕтĕмпех хатĕр, технологисене пăхăнса объекта туллин хатĕрлесе ҫитерĕҫ.  

Проекта пурнăҫа кĕртни халăх валли ҫĕнĕ 140 ĕҫ вырăнĕ туса пама май парĕ.  Ҫăмăллăх мелĕсем те пулĕҫ вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансемшĕн.  Тухăҫлăх пысăк пуласси паллă, 2032 ҫул тĕлне тупăш 4,8 млрд тенкĕпе танлашĕ, налук пайĕ те тулса пырасси куҫ кĕретех, вăл вăтамран 1,2 млрд тенкĕне ҫитĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫуртăн строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă. Вăл «АБАТ» промышленноҫ технопаркĕн территорийĕнче вырнаҫнă. «Пирĕншĕн пахча ҫимĕҫ таварĕсене ҫуса тирпейлемелли производство хута яни пĕлтерĕшлĕ.  Тепĕр тесен, шкулта ачасене вĕри апатпа апатлантарассинче те вырăнлă пулĕ.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденийĕсем те  усă курайраҫҫĕ пысăк технологиллĕ машинăсемпе.  Ку тепĕр тесен, ял хуҫалăх пайĕнче ытларах та ытларах пахча ҫимĕҫ таварĕсене туса илме хавхалантарĕ. Ытларах та ытларах таварсене туса илме тăрăшĕҫ ҫĕр ĕҫченĕсем», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  Сăмах май, ку тĕлĕшпе ҫĕнĕлĕхе пурнăҫа кĕртсе пыма хатĕрленнĕ предпринимательсене тĕрев пама патшалăх енчен хатĕр пулнине те ырă хыпара пĕлтернĕ вăл.

«Чувашторгтехника» АО генеральнăй директорĕ Наиль Хайрутдинов сăмаха малалла тăснă май, производство калăпăшĕ куҫ кĕретех ӳссе пырассине асăннă. Ҫĕнĕ предприятисем паха таварсене тирпейлесе кăларма витĕм кӳрессине палăртнă вăл. Ҫĕнĕ йышши паха техникăсене тĕпрен пăхса тухса хаклассине, вĕсемпе усă курса, паха таварсем тирпейлесе кăларма тăрăшассине асăннă ертӳҫĕ.  Пахча ҫимĕҫ таврашне ҫуса тирпейлеме ҫĕнĕ технологиллĕ машинăсем пулни, производствăсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă генеральнăй директор.   Ҫĕршывра импорта улăштарассипе курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ, вăл шутра Чăваш Республикинче те хастар ĕҫлени никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

Палăртнă тӳремре производство офисĕсем анчах мар, тĕрлĕ куравсем те пулĕҫ, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма май паракан ятарлă уйрăмсене хута ярасси те проектра пур.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинче пайăр помышленноҫ паркĕсене хута ярассипе ĕҫлеҫҫĕ, вĕсем: «АБАТ» тата «МАШЗАВОД». Промышленноҫ паркĕсем 2022 ҫулта федераци хыснинчен субсидине тивĕҫнĕ, экономикăна аталантарас тата инновациллĕ экономика текен патшалăх программине тĕпе хурса, РФ федераци бюджетĕнчен 994 миллион тенкĕ илме тивĕҫлĕ пулнă.

 



26 мая 2023
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter