Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Химик кунӗпе саламлани

Хими отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Химик кунӗпе саламлатӑп!

 Хими промышленноҫӗ Чӑваш Республикин экономикине аталантарма пулӑшакан тӗп вӑй пулса тӑрать. Эсир тӑрӑшса ӗҫлекен предприятисем Чӑваш Енри тирпейлекен производствӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн улттӑмӗш пайне тата экспортӑн виҫҫӗмӗш пайне тивӗҫтереҫҫӗ.

Ҫивӗч конкуренци условийӗсенче ӗҫтешсемпе пӗр-пӗриншӗн тупӑшлӑ хутшӑнса ӗҫлесси вӑйланать, инвестицисем явӑҫтарасси хастарлӑн пулса пырать, таварсен конкуренци пултарулӑхне ӳстерме, экологи хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетме тата социаллӑ программӑсене ӗҫе кӗртме пулӑшакан майсем шырас ӗҫ малалла пурнӑҫланать.

Ҫӗршыври хими индустрийӗн тӗп предприятийӗсенчен пӗри – «Химпром» акционерсен уҫӑ обществи курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тӑвать, вӑл импорта улӑштаракан ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелет. Унӑн ҫӗнӗ инвестици проекчӗсем импорт таварӗсене пӗтӗмпех улӑштарма тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май параҫҫӗ. «Химпром» ют ҫӗршывсен таварӗсене туллин улӑштарас тӗллевпе ҫӗнӗ цехсем уҫать. Вӗсем продукци калӑпӑшне хута шуратмалли реагентсенчен тытӑнса космос отраслӗ валли туса хатӗрлекен хутӑш таранах ӳстерме ӗлкӗрчӗҫ те ӗнтӗ. Чӑваш Енри чи пӗлтерӗшлӗ промышленность проекчӗсенчен пӗрне – водород перекиҫӗн Раҫҫейри пӗртен-пӗр производствине – СПИК 2.0 шайӗнче хута ярас енӗпе строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн продукцине тиесе ӑсатассин калӑпӑшӗ чи ҫӳллӗ шая ҫитрӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ завод тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Элкон» тулли мар яваплӑ общество производствӑна регионти патшалӑх пулӑшӑвне пула ан­лӑлатаҫҫӗ.

Сире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе аталану, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин

   Пуҫлӑхӗ                                                                                      Олег Николаев

 



28 мая 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter