Хамăрăннисене пăрахмастпăр. Вăрнартан Донбаса черетлĕ гуманитари пулăшăвне ăсатнă

Хамăрăннисене пăрахмастпăр. Вăрнартан Донбаса черетлĕ гуманитари пулăшăвне ăсатнă

Химик  кунĕ умĕн гуманитари пулăшăвне «Август» АО фирма ку хутĕнче ăсатнă.  Таварсен йышĕнче: тĕрлĕ апат-ҫимĕҫ, электричество плиткисем, ăшă  кĕпе тум-тир тата ытти япаласем, кулленхи пурнăҫра усă курмаллисем.  Пулăшăва РФ ҫĕнĕ регионĕсенче пурăнакансене валли ăсатнă.  

Хастарсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Вырăссен йăли-йĕркисем ĕмĕртен упранса юлнă. Вырăссен ăс-хакăл тĕнчи ҫирĕп йăла-йĕркесемпе пуян тата вăл вăйлă та.  Вырăссем яланах тĕрĕслĕхшĕн хар тăнă.  Эпир те ĕмĕрех хамăрăн йăла-йĕркесемпе мăнаҫланатпăр, ăна упраса хăварассишĕн ырми-канми ĕҫлетпĕр, тĕрĕслĕхе тӳрре кăларассишĕн вăй хуратпăр», тесе ҫапларах каланă Олег Николаев.  «Химик кунĕ умĕн «Август» АО фирмăра  тăрăшакансем йывăра лекнисене валли ырă кăмăлпа тĕрлĕ таварсем хатĕрленĕ.  Професси уявĕ умĕн вăл ĕҫе пуҫарса пурнăҫа кĕртме шутланă.  Паллă, каламасăрах – ĕҫлеме  те, канма та пĕлнине ҫирĕплетет.  Пĕрлĕхре пирĕн вăй, пĕрне-пĕри йывăр вăхăтра пулăшма пĕлни паха.  Пĕрле хар тăрсан, кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма часах, ҫĕнтерĕве те ҫывхарма  хăвăртрах пулĕ.   Эпĕ пĕлсех тăратăп, яланах ҫапла пулассине.  Эпир яланах ҫĕнтернĕ,  яланах ҫапла пулĕ те», тесе ҫирĕппĕн каланă  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.     

Чăваш Енре пурăнакансем кулленех ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансем патне гуманитари пулăшăвне ăсатаҫҫĕ,  ҫĕнĕ регионсенче вăй хуракансене май пур таран пулăшупа тивĕҫтерме тăрăшаҫҫĕ.   

Черетлĕ хутчен гуманитари пулăшăвĕ ăсатни  эпир пурте пĕрле тăрăшнин кăтартăвĕ. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшма ăнтăлни. Тимлĕх уйăрни вĕсемшĕн халĕ темрен паха.

 Ку эрнере «Пĕрле» ыр кăмăллăх фончĕ черетлĕ гуманитари пулăшăвне ăсатнă йывăра лекнĕ регионсене. Вăл территорисенче пурăнакансене, ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене валли кулленех май пур таран пурнăҫа усă курăнакан таварсене илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ: апат-ҫимĕҫ, кĕпе-тумтир, автомашинăсене валли тĕрлĕ хатĕрсем, строительство материалĕсене ăсатаҫҫĕ ҫĕнĕ субъектсене.  Чăваш Ен Правительстви  «Пĕрле» ыркăмăллăх фончĕпе пĕрле ятарлă тиеве хатĕрленĕ.  Ку ĕҫе Шупашкар, Ҫĕрпӳ, Каҫал ен, Сĕнтĕрвăрри, Канаш муниципалитет округĕсенче тăрăшакан предпринимательсем пĕтĕм кăмăлтан хастар хутшăнаҫҫĕ.  Хăшĕ-пĕрисем ятарлă ҫар операцийĕсенче хутшăннисем -  канма таврăнаҫҫĕ тăван тăрăха, каялла хăйсемпе пĕрле тĕрлĕ таварсем илсе кайма тăрăшаҫҫĕ ытти юлташĕсене валли.  Пĕтĕмпе кăҫал кăрлач уйăхĕнчен пуҫласа ҫу уйăхĕччен Чăваш Республики гуманитари пулăшăвне 9 парти ăсатнă, пĕтĕмпе  5,8 млн тенкĕлĕх кулленех пурнăҫра усă куракан таварсене йывăра лекнисене валли илсе ҫитернĕ. Машинăсем, вăрман материалĕсене, автомашинăсене валли тĕрлĕ хатĕрсем те сахал мар пуҫтарса ăсатнă пирĕн ентешĕмĕрсем.   

 



29 мая 2023
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter