Усламçăсене илĕртет

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Раççейре услам кунне паллă тăваççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак тытăмра тăрăшакансемпе тĕл пулчĕ.

Республикăри влаç тытăмĕнче вăй хуракансен бизнес енĕпе ĕçлекенсенпе тăтăшрах тĕл пуласси пирки калаçрĕç пухăннисем. Çамрăк усламçăсен йышне пысăклатмаллине те палăртрĕç унта. Патшалăх пулăшăвĕпе  усă курасси çинчен чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех Чăваш Енре Раççейри услам центрĕ туса хурасси пирки те сĕнӳ пулчĕ. 



НТРК
29 мая 2023
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter