«Ялти кадрсем» проекта пурнăҫа кĕртессипе пилотлă регионсен йышне Чăваш Ен кĕнĕ

«Ялти кадрсем» проекта пурнăҫа кĕртессипе пилотлă регионсен йышне Чăваш Ен кĕнĕ

 Кун пирки «Чи лайăххисем ялта» агрослетра каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ, паянхи ҫамрăксем ялăн сăн-сăпатне ырă енне улăштарса пыма витĕм кӳрессине палăртнă.  Пултаруллă та ăста, спортпа туслă, вĕренӳре хастар, пуҫаруллă ҫамрăксене пула, ялсем кунран-кун  илемленсе  пынине асăннă вăл.   

Кăҫал слета республикăри 1500 ытла ялти ҫамрăк яш-кĕрĕм пухăннă.

Агрослетра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Раҫҫейри ял ҫамрăкĕсен союзĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.   

«Кăҫалхипе иккĕмĕш ҫул ҫакнашкал форматпа ĕҫе йĕркелетпĕр. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ йăла-йĕркесене ҫирĕплететпĕр.  Мероприяти кăсăклă иртет, унăн шайĕ ӳссе хăватланса пыни куҫ кĕретех. Эпир ялти пурнăҫ хуларинчен нимĕнпе те улшăнса ан тăтăр тесе ĕҫлетпĕр, ҫĕнĕ условисем йĕркеленсе пыма тăрăшатпăр.  Пирĕн пуҫаруллă ĕҫсене сире хутшăнма йыхравлатпăр. Пĕрлĕхре вăй, пĕрле тăрăшсан, ҫитĕнӳсем тума та аван», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Килĕшӳ туни, Чăваш Ен территорийĕсене тата та лайăхрах аталанса пыма пулăшасса шанатпăр.  Ялти пуҫаруллă, хастар та пысăк тавра-курăмлă ҫамрăксене вăй илсе пыма, вĕсен паха проекчĕсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрессине те ĕненетпĕр.  Ҫамрăк предпринимательсем, пултаруллă ҫамрăксем ялта пурăнса, ялăн сăн-сăпатне лайăх енне улăштарса пыма пулăшсан, территорисем тата илемленĕҫ, ял пурнăҫĕ ҫитĕнекен яш-кĕрĕме илĕртĕ.  Килĕшӳ культурăпа йăла-йĕркесене ăша хывса пурăнма, патриотизм туйăмне ӳстерсе пыма та май парасса пĕлсех тăратпăр.

Агрослет Раҫҫейре Чăваш Енре пуҫласа иртет. Кун пек мероприяти ытти субъектсенче ҫук тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  Пысăк калăпăшлă мероприяти пирĕн тăрăхра пуҫласа иртни паллах, пурсăмăршăн та пысăк мăнаҫлăх туйăмне ҫуратать. «Тĕлĕнмелле чаплă формат пулса тухрĕ.  Республикăри мĕнпур ăста ҫамрăксемпе пĕрле ертӳҫĕсем куҫа-куҫăн курса канашлама пултарайраҫҫĕ, пĕр-пĕрин ыйтăвне пĕлтерме,  вĕсене тĕплĕн сӳтсе яваҫҫĕ.  Ку питех те паха, тата ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», -  тесе сăмаха малалла тăснă Раҫҫейри ял ҫамрăкĕсен союзĕн  председателĕ Дмитрий Пекуровский.    

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫамрăксене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав панă, патшалăх енчен куҫакан тĕрлĕ пулăшусем пирки хыпарланă. Ялта ĕҫлесе пурăнма республика Правительстви ӳлĕмрен те тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерме палăртнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрнă май. Ҫамрăксен проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе алла-алăн  тытăнса, пĕрне-пĕри пулăшса пыма   шантарнă.   

 



29 мая 2023
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter