Ачасен канăвĕ пуçланчĕ

Çуллахи каникулта 44 000 ача сывлăхне çирĕплетме, канма пултарать. Пĕлтĕрхпе танлаштарсан, 6 000 ача ытларах. Хула тулашĕнчи лагерьсенче 18 000 ытла арçын ачапа хĕрача хăйсен вăхăтне усăллă ирттерме палăртать. Ачасен канăвĕ пуçланчĕ ĕнтĕ, çавна май ку ыйтава Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура та хускатрĕç.

Хула тулашĕнчи стационарлă 16 лагерьте 18 000 ытла ачана кантарма планланă. Шкул çумĕнчи 289 кану вырăнĕ тата çакăн чухлĕ ачана йышăнать. Çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасем – вĕсем 5 000 ытла – те çулла хăйсен вăхăтне усăллă ирттерме пултараççĕ. Лагерьсенчен 97 проценчĕ санитари пĕтĕмлетĕвне илнĕ. 300 вожатый унта ĕçлеме палăртать. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем тӳлевсĕр канма пултараççĕ. Нумаях пулмасть шефа илнĕ Запорожье облаçĕнчи Бердянск тăрăхĕнчен 300 ача валли «Звездный» кану вырăнĕ алăкĕсене уçать. Чăваш Енре çуллахи каникулсем тĕлне республикăри тата икĕ лагерьте хăвăрт çĕкленекен корпуссем хута яма палăртаççĕ. Ку пилотлă проект. Ачасен канăвне çĕнĕлле йĕркелес ĕçре шăпах «Звездный» тата «Бригантина» лагерьсем субсиди илме тивĕçнĕ. Ку проекта синкерлĕ лару-тăру министерстви сĕнĕвĕсене шута илсе пурнăçлаççĕ. Пĕр объектра 52 çĕнĕ вырăн пулĕ. Ку икĕ лагерьте харăсах 600 ачана хушма вырăн туса пама май пур. Тепĕр çĕнĕлĕх – «Губернатор лагерĕ». Ăна «Артек» стандарчĕпе хатĕрлеççĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи «Шурă чулсем» центр никĕсĕ çинче çак çĕнĕлĕх пурнăçланать. 400 ача, «Артекри» икĕ тата Чăваш Енри 28 вожатăй – пĕр сменăра çакăн чухлĕ çын пулать. Чăваш Енре пĕрремĕш хут «Паттăрсен çĕршывĕ» çарпа патриот лагерĕ ĕçлеме пуçлать. Пĕрремĕш смена «Шурă чулсем» центрта çурла уйăхĕн 5-18-мĕшĕнче уçăлать. Çамрăк армеецсем, çамрăк çул-йер инспекторĕсем, спортсменсем – икĕ тапхăрта пурĕ 900 ача канмалла. 



http://www.ntrk21.ru/video/62326
30 мая 2023
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter