Чӑваш Енрен ăсатăнакан 1400 яхӑн салтак Раҫҫей ҫар ретне тăрĕ

Чӑваш Енрен ăсатăнакан 1400 яхӑн салтак Раҫҫей ҫар ретне тăрĕ

 Кăҫал ҫуркуннехи тапхăрпа граждансене çар службине мĕнле хатĕрленине пăхса тухнă канашлăва пухăннисем, ҫамрăксем ятарлă ҫар операцийĕсене каймĕҫ. Кун пирки ҫирĕплетсех каланă ертӳҫĕсем.

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийĕн гражанĕсене салтака ăсатмалли  тапхăр пуҫланнă.  Призыв компанийĕ 2023 ҫулта утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕҫленет.  Кун пирки калакан Указа Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ  пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.

«Ҫуркуннехи тапхăрпа яшсене салтака ăсатассипе регионта мероприятисем туллин пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Паллă, чылай ыйтусене планпа килĕшӳллĕн татса пама тăрăшаҫҫĕ. Пур-пĕрех тăрса юлнă хăш-пĕр ыйтусем, вĕсене те уҫăмлатассипе ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет.  Паян шăпах та, вĕсем пирки тĕплĕнрех канашлăпăр.  Ҫуркуннехи тапхăрпа ҫара яшсене ăсатассипе ĕҫсем  кирлĕ пек шайра пулса пыни куҫ кĕретех», - тесе каланă Олег Николаев.

Ҫуркуннехи тапхăрпа ҫар ретне тăратма  республикăран 1400 яша палăртса хунă.  Чăваш Енри ҫар комиссарĕ Бахтиёр Холиков хăйĕн сăмахне малалла тăснă май,  ятарлă ҫар операцийĕсене тин ҫеҫ ҫар ретне тăракансем пачах та хутшăнмĕҫ тесе ҫирĕппĕн палăртса каланă.   

Палăртса хăваратпăр, паянхи куна илес пулсан Чăваш Енрен ҫуркуннехи тапхăрпа 225 яхăн яша ăсатма та ĕлкĕрнĕ.

Канашлура 2023 çулта граждансене çар службине мĕнле хатĕрленине пăхса тухнă, тĕллевсене палăртнă. Çулсеренех  ҫуркуннехи тапхăрпа граждансене çар службине хатĕрлессипе Чăваш Енре хастар ĕҫленине палăртнă Бахтиер Холиков.  

Енчен те ҫамрăксем сывлăх енчен хавшакрах пулсан, е тата вĕсен ҫемйисем йывăр лару-тăрăва лекнĕ пулсан, вĕсене вăхăтлăха салтака илсе камĕҫ.  Кун пирки те тепĕр хут аса илсе хăварнă ертӳҫĕ. Куҫăм майпа аслă шкулсенче вĕренекенсене, ҫамрăк аспирантсене те вăхăтлăха салтака илсе каймĕҫ. Кун пирки те тепĕр хут  палăртсах каланă Чăваш Енрĕн ҫар комиссарĕ.    



30 мая 2023
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter