Чăваш Енре ĕҫ укҫипе парăмсен виҫи 26 млн ытла пухăннă

Чăваш Енре  ĕҫ укҫипе парăмсен виҫи  26 млн ытла пухăннă

Ведомствăсен ĕç укçине вăхăтра тата туллин тӳлес, официаллă мар майпа ĕçлессин тӳпине чакарас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче,  пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укҫа виҫи шайĕнчен те пĕчĕкрех кăтартуллисен йышне  чакарас тĕллевпе йĕркеленĕ регион программи епле пурнăҫа кĕрсе пыни ҫинчен, Чăваш Реcпубликинчи Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн – тĕп инспекторĕ – ертӳҫĕ Алексей Метелкин тĕплĕн каласа кăтартнă.

Пĕтĕмпе те 26,36 млн тенкĕ – предприятисен 691 çын умĕнче парăм капланнă. Кун пирки пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пĕтĕмпе 16 организацине лару-тăру аванах мар, вĕсем ĕҫ  укҫине вăхăтра парайман ĕҫлекенсене. Палăртнă организацисенчен 9-шĕ  панкрута тухма хатĕрленет имĕш, парăм виҫинчен 81 проценчĕ шăпах та вĕсен шутланать.  Пĕлме (2022 ҫулта – 28,96 млн тенкĕ пухăнса кайнă парăм, 22 организацире лару-тăру аванах пулманни сисĕннĕ).      

2023 ҫулта 4 уйăх хушшинче пĕтĕмпе 12,92 млн тенкĕ парăма парса татнă,  254 ҫынна шалу укҫипе тивĕҫтернĕ.  Саккунсен йĕркине пăснăшăн, вăхăтра шалу укҫипе халăха тивĕҫтерейменшĕн административлă майпа должноҫре тăракан 7 ҫынна явап тыттарнă, пĕтĕмпе 85 асăрхаттару туса хăварнă регионти предприятисемпе организацисенче тăрăшакансене.

Канашлура «Стройтех» ТМЯОри  лару-тăрăва пăхса тухнă, шалу укҫине тавăрса парассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Алексей Матвеев – вăхăтлăх управляющий пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна асăннă организацире сăнав процедурине йышăннă.  Вăл ҫулталăка яхăн тăсăлса пырать имĕш.  «Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кредиторсен пухăвне ирттерме плана кĕртнĕ.  Ку саманта предприятире тăрăшакансем тахҫантанпах кĕтеҫҫĕ.   Унта шалу укҫи пирки те ыйтăва уҫăмлатасси паллă», – тенĕ вăл.

Енчен те конкурс управляющийĕ пулсан, транспортсене сутсан, тен шалу укҫи парса тивĕҫтерме те май пулĕ.   Ҫитес вăхăтра ыйту туллин уҫăмланса пĕтесси паллă, кун пирки те асăнса хăварнă канашлура.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев халăхăн интересĕсене хӳтĕлессипе хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă, предприяти ĕҫ укҫине вăхăтра тӳлеменни йывăрлăх кăларса тăратнă. Чăваш Республикин Строительство министерствипе Шупашкар хула администрацине ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен «ҫулсен карттине» туса хатĕрлеме хушнă.  «Стройтех» тулли мар обществăра ĕҫлекенсене пурне те вăхăтра шалу укҫипе  туллин тивĕҫтерес ыйтăва татса пама витĕм кӳме чĕнсе каланă.

Канашлăва пухăннисем предприятисемпе организацисенче сăрă схемăсемпе ĕҫлекенсем пирки те ыйтăва хускатнă. Уйрăмах ку ыйтăва строительство сферинче тишкерсен аван тенĕ вĕсем.  Алексей Метелкин сăмаха малалла тăснă май, тепре чухне строительство организацийĕсенче пăтăрмахсем пулни пирки чарăнса тăнă, предприятисенче документсене ҫителĕклĕ таран тĕрĕс йĕркелесе пырайманнине асăннă, сăрă схемăпа ĕҫлекенсем саккунсене пăскалани куҫ кĕретех тесе палăртнă.   «2021 ҫулта пĕтĕмпе  объектсенче строительство ĕҫĕсене пурнăҫланă тапхăрта виҫĕ хутчен инкек пулнă тесе шута илнĕ, пĕлтĕрхи ҫул – пиллĕк.  Вĕсенчен виҫҫĕшĕ вилнĕ тата тепĕр иккĕшĕ йывăр сусăрланнă.  Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа пĕр факт пулма та ĕлкĕрнĕ», – тесе хыпарланă вăл,  Чăваш Республикин Строительство министерствине ĕҫ йĕркине ҫирĕпрех тĕрĕслеве илме сĕннĕ.    Сăрă схемăсемпе ĕҫлекен предприятисене тупса палăртсан, саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарсан аван тенĕ.   

«Официаллă майпа ĕҫлемен предприятисемпе организацисене ҫийĕнчех палăртмалла, вĕсен ĕҫне прахăҫласан аван, квалификаци те ӳстермелле хăшĕ-пĕрисенне.  Строительство процессĕн пахалăх шайне ӳстерес тесессĕн, ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене вăхăтра тата туллин кĕртсе пырас пулсан, пурин те яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса таса чунпа халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫлемелле», – палăртнă сăмаха ҫавăрнă май  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    



30 мая 2023
18:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter