Кинофестиваль иртет

Кинофестиваль иртет

 Унта хутшăнма Чăваш Ене паллă артистсемпе режиссёрсем, «çăлтăрсем» килсе çитнĕ. Фестивале Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçрĕç.

Хĕрлĕ кавир тата куракансен хавхалантарăвĕ. Фестивале килекен кашни артиста, режиссера, сумлă хăнана алă çупса тивĕçлĕн кĕтсе илеççĕ, вĕсене Чăваш Енре курма хавас пулнине пĕлтереççĕ. Кăçал кинфорума Бангладеш, Иран, Инди, Серби, Норвеги, Таджикистан, Армени, Кыргызстан, Казахстан тата Раççей çĕршывĕсенчи тĕрлĕ хуларан хутшăнакансем килсе çитнĕ. Фестивале «Мальчик из Шоршел» киноĕçпе уçрĕç. Ăна Чăваш Республикинчи хастарсемех ӳкернĕ. Вăл Андриян Григорьевич Николаев космонавтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнарлать. Хăйне евĕрлĕ фильмсене кашниех кайса курма май пур. Республикăра пурĕ 22 лапам хатĕрленĕ, вĕсенчен 12-шĕ муниципалитетсенче. Куравĕсем тӳлевсĕр, йыхрав хучĕсене кинотеатрсенчи билет туянмалли вырăнсенче илме май пур. 



НТРК
30 мая 2023
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter