«Ялта чи лайăххисем» 1500 çынна пухрĕ

«Раççей ялĕ» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре агроволонтерсен слечĕ иртрĕ. Вăл иккĕмĕш хут Тăвай тăрăхĕнче «Упа кĕтесĕ» кану базинче пулчĕ. «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен слетне кăçал 1500 ытла çын хутшăнчĕ. Мĕнпе асра юлчĕ вăл кăçал? Тĕплĕнрех – пирĕн тепĕр сюжетра.

Ялта пурăнакан çамрăксене пĕрлештерекен туслăх, пĕрлешӳ, спорт тупăшăвĕсен утравĕ пулса тăчĕ «Ялта чи лайăххисем» агрослет.

ВЛАДИМИР МИХАЙЛОВ: «Пирĕн команда ку ĕçе лайăх пĕлет. Питĕ туслăн хатĕрлентĕмĕр. Кĕтсе илтĕмĕр. Кăçалхи çул, пĕлтĕрхинче те ытларах çамрăксем хутшăнчĕç. Вутă кăçал нумай хатĕрлерĕмĕр. Пĕлтĕр çумăр çуса тĕрĕслерĕ те. Кăçал саппаспа хатĕрлесе хутăмăр».

Вĕренӳ лапамĕсем, ăсталăх класĕсем, тавлашу клубĕ. Йăлтах ял малашăхĕ, унта пурăнакансем çинчен. Вĕсене тĕрлĕ программăра хутшăнса патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Туризм темине те анлă сӳтсе яврĕç слета пухăннисем.

ЮЛИЯ СЕЛИВАНОВА: «Пирĕн ял тăрăхĕнче çамрăксем юлччĕр тесен хăй çамрăксене кăна мар, ачасене тата аталантармалла. Ачасен хăйсен пултарулăхне кăтартарма май пултăр. Ман ыйту çине министрсем питĕ лайăх хурав пачĕç».

РУДОЛЬФ СЕЛИВАНОВ: «Çамрăксем хушшинче ларса хам та çамрăкланса кайрăм тесен тĕрĕс пулĕ. Кăмăла кайрĕ тата эпĕ илсе килнĕ çамрăксене ял пуласлăхĕшĕн çунни, мĕнле аталантарас пирки вĕсен проблемисенчен тухмаллине сĕнни питĕ савăнтарчĕ. Çакăн пек çамрăксем пулсассăн, вĕсен куçĕсем çунсассăн ял нихçан та пĕтмест».

Хуларан яла куçса пурăнакан çамрăксем ку слета чăтăмсăр кĕтнине пĕлтереççĕ. Элĕк тăрăхĕнчи Кирилл Степанов кунта пĕрремĕш хут. Вăл ялти пурнăçпа паллаштарас тĕллевпе ятарлă видеоблог тытса пырать.

КИРИЛЛ СТЕПАНОВ: «Кăçалхи агрослера 1-мĕш хут эпĕ. Мана кунта питĕ килĕшрĕ. Кăсăклă, çĕнĕ туссем хам валли тупрăм. Хам пек пулас фермерсене, тĕрлĕ ачасемпе паллашрăмăр. Питĕ интереслĕ».

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Николаев Раççейри ял хуçалăх çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçипе Дмитрий Пекуровскийпе килĕшӳ алă пусса çирĕплетрĕç. Чăваш Ен ял валли çĕнĕ кадрсем хатĕрлес енĕпе ĕçлекен программăна хутшăнакан пилотлă регион пулса тăчĕ.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Халăхăн ыйту пур тăк – ăнлантарса памалла пирĕн. Сĕре кирлĕ лапам тесе шутлатăп. Кăçалтан кашни районта çак федераллă РССМ общественный организаци пур. Çак организацин филиалĕсене кашни муниципаллă округ ертӳçин советникĕсем пур. Вĕсем çак лапамсене ĕçлеттерсе ярассипе яваплă пулаççĕ. Кăçалтан «Урожай» ĕçне ĕçлеттерсе ярасшăн. Кашни ялта пурăнаканăн кăмăл пур пулсан спортпа вăйăсем выляма пултараççĕ».

 Республикăри муниципаллă тăрăхсем кашниех хăйсен пуянлăхĕпе тĕлĕнтерме тăрăшрĕç. Кăпăклă сăрапа, кăпăшка çăкăрпа, пыллă кăрчамапа, Сăр ракĕпе – сĕтелсем тутлă апатпа йăтăнса анасла. Кăвайт çинче пĕçернĕ пулă шӳрпине, тĕтĕмленĕ аш-какая вара нимĕн те çитмест теççĕ слета пухăннисем. Спорт ăмăртăвне пурте тăрăшса хатĕрленнĕ. Никам та парăнасшăн мар.

 ЕЛЕНА БУШУЕВА: «Уяр çанталăк. Пурте йал кулса çиçсе, савăнса, кулса çӳреççĕ. Пурне те килĕшет. Соревновани пынă вăхăтра та пурте çухăраççĕ. Чун-чĕререн, савăнса».

АЛЕНА СУСЛИКОВА: «2-мĕш çул çак агрослет мероприятине хутшăнатăп. Мана питĕ килĕшет. Çут çанталăк пире питĕ савăнтарать. Тĕрлĕ вăйăсенче питĕ лайăх хутшăнма. Мана килĕшет».

ВИТАЛИЙ МИХАЙЛОВ: «Пирĕн 1 вăйă пулчĕ. Çĕнтертĕмĕр. Халь теприне кĕтетпĕр. Канаш районĕ канатра полуфинала тухрĕç. Эпир хамăр районта ялан вылятпăр. Чăваш Республикине тухса вылятпăр. Çамрăксене пулăшма тăрăшатпăр».

Ял хуçалăх тытăмне аталантарас енĕпе ырми-канми тăрăшакансене, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене уяв сцени çинче чысларĕç. Çанталăк та хăйĕн йăлине çирĕплетсе пырать. Кăçал та кăвайт чĕртес умĕн çумăр çурĕ.

 – Куратпăр – организаци тĕлĕшĕнчен самай çӳллĕ шайра иртет форум. Анчах та пĕтĕм хăтлă условисем тунă пулсан та, пурте вĕсем çак форума çулталăк кĕтсе пурăннă. Форум аталанса пырассине ĕнентерекен япала, мĕншĕн тесен çакăнта ялти çамрăксем пухăнса, пĕр-пĕринпе тĕл пулса пĕр-пĕрне тĕрлĕ шухăшпа пуянлатни – чи кирлĕ япала. «Ялта чи лайăххисем» слет кăвайт умĕнчи юрă-кĕвĕпе, чăваш эстрада артисчĕсем йĕркеленĕ ташă каçĕпе вĕçленчĕ.



30 мая 2023
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter