«Безопасное детство» форума пухăннă

«Безопасное детство» форума пухăннă

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарти 65-мĕш шкулта «Безопасное детство» форум иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, çавăн пекех ЧР Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР ачасен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ЧР Общество палатин председателĕ Ванифатий Шайкин хутшăнчĕç.

Ырантан шкул ачисен çуллахи канăвĕ пуçланать. Çавна май шкул çумĕнчи лагерьсем те ĕçлеме тытăнаççĕ. Шупашкарти 65-мĕш шкул çумĕнче те «ЛЕТО.СОМ» лагерь уçăлчĕ. Çак ятпа пухăннисене республика ертӳçи Олег Николаев саламларĕ. Хăнасем тĕрлĕ вĕрентӳ класĕсенче пулса курчĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

— Çуллахи вăхăтра ачасемпе çыхăннă пăтăрмахсем, шел пулин те, нумайланса пыраççĕ. Çавăнпа çулла пуçламăшĕнче ачасен хăрушсăрлăхне халалланă ыйтăва сӳтсе явни питĕ усăллă тесе шухăшлатăп. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун çывхарнă май та çак ятарлă форума пухăнатпăр, калаçатпăр. Пирĕн тĕп тĕллев – ачасене тĕрлĕ енлĕ пулăшса, вĕсен шухăшĕсене, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма май пултăр тесе условисем туса парасси. Çавăнпа эпир вĕрентӳ системине те аталантаратпăр, спорт учрежденийĕсене, социаллă служба, сывлăха сиплес службăсене тата ытти енĕсене аталантарса пурнăçа кĕртетпĕр. Çакăн пек форумсем кирлĕ, вĕсене ирттермелле, унта çуралнă шухăшсене тĕпчесе, тен, хамăр ĕçе илмелле, — терĕ республика ертӳçи.

Ларура çавăн пекех общество ĕçĕнче хастар пулнисене те палăртса хăварчĕç, Тав хучĕсемпе тата асăнмалăх парнепе чысларĕç. Ун хыççăн форума пухăннисем ĕçлекен секцисенче хăйсен ăсталăхне тарăнлатрĕç.



Хыпар
31 мая 2023
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter