Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ

 Кăҫалхи ăмăртура чи лайăх Учителпе воспитательсене кăна мар, социаллă педагог, педагог-психолог, методист, тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсене те  хакланă.  Пĕтĕмпе ҫĕнтерӳҫĕ ята 11 ҫын тивĕҫлĕ пулнă.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ учительсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Вĕсем ачасене вĕрентме хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех яваплăха туйса, таса чунпа пурнăҫласа пынине  палăртнă.  Пултарулăха аталантарма, предметсене юратса вĕренме хавхалантарса пынине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Республикăра ҫав тери ӑслӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ, пултаруллӑ педагогсем вӑй хураҫҫĕ. Шăпах та ĕнер, республикӑра педагогика ӑсталӑхĕн професси конкурсĕн ҫĕнтерӳҫисене чысланă.

«Эсир кулленех ҫитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчи пуянланса пытăр тесе вăй хуратăр. Тăван ҫĕршывăмăршăн юрăхлă ҫынсем пулса ӳсччĕр тесе, ырми-канми тăрăшатăр.  Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри – вĕрентĕве аталантарасси, ăна кирлĕ пек шайра тытса пырасси.  Вăтамран кашни ҫулах республика хыснин пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ вĕренӳ пайне аталантарса пыма тăкакланать», – тесе  палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Ҫулсерен паянхи пурнăҫа тивĕҫтерекен ҫĕнĕ шкулсем хута каяҫҫĕ, инфратытăм ҫĕнелет, ача сачĕсем ҫĕкленеҫҫĕ, шкулсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫласа пыма ҫав тери пысăк программăсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. «Вĕренӳ» наци проектне тĕпе хурса «Кванториумы», «IT-кубы»  тата ытти хушма пĕлӳ паракан центрсем хута каяҫҫĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă Олег Николаев. Мероприятисене пухăннисене республика Пуҫлăхĕ ăшшăн саламланă, мала тухнă ҫĕнтерӳҫĕсене пысăка хурса хакланă, вĕсен ырă ĕҫĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнине асăннă.  Палăртнă мероприяти кăҫал Михаил Ҫеҫпĕл ячĕллĕ Ҫамрăкĕсен Чăваш патшалăх  театрĕнче иртнĕ.  

2022-2023-мĕш вĕренӳ ҫулĕсенче пĕтĕмпе пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенче 17 пине яхăн учитель ĕҫлет, шкулсенче 10 пине яхăн вĕрентекен тăрăшать, ача сачĕсенче пурĕ 6 пин воспитатель вăй хурать.    

Чăваш Енре 2023 ҫулта чи лайăх воспитатель ята Куславккари ача садĕнче тăрăшакан Галина Жолобова титвĕҫлĕ пулнă.    

Чи лайӑх класс ертӳҫи ята Елена Ахметова титвĕҫнĕ. Вăл Улатăрти 6-мĕш пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта класс ертӳҫи пулса ĕҫлет.  

Чăваш Енре чи ăста педагог-психолог ята Елена Яшпугалова тивĕҫнĕ.  Вăл Ҫĕмĕрле хулинче 10-мĕш номерлĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вăй хурать.  

Социаллă педагог ята Екатерина Панькина ҫĕнсе илнĕ ăмăртура. Вăл Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 65-мĕш  шкулта ĕҫлет.

Чи лайăх учитель-дефектолог ята Марина Борисова  ҫĕнсе илнĕ.  Вăл Чăваш Республикин тĕп хулинче 1-мĕш шкулта ĕҫлет. Ытларах вĕренӳ учрежденинче сусăр ачасемпе вăй хураҫҫĕ, вĕсен ăсталăхне аталантарса пырассипе курăмлă ĕҫлесе пырать вăл.  

Тăван чĕлхепе литературине чи лайăх вĕрентекен ята  Шупашкар муниципалитет округĕнчи Мăнал салинче  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕрентекен Анжела Московцева ҫĕнсе илнĕ.  

Сусăр ачасене вĕрентекен чи ăста педагог ята Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 3-мĕш  шкулта тăрăшакан Татьяна Ершова тивĕҫлĕ пулнă.

Чи лайăх тьютор ята Шупашкарти 30-мĕш номерлĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ĕҫлекен Анжела Пятакова ҫĕнсе илнĕ.

Чи ăста методист ята – Светлана Васильева тивĕҫлĕ пулнă. Вăл ҫĕнĕ Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 19-мĕш номерлĕ шкулта вăй хурать.

Педагог дебюд ята Екатерина Лазерева тивĕҫлĕ пулнă. Вăл Улатăр хулинчи 10-мĕш ача садĕнче тăрăшать.

«Ҫулталӑкри чи лайӑх учитель-2023» конкурс ҫĕнтерӳҫи вара Михаил Зыков тивĕҫлĕ пулнă.  Вăл истори предметне юратать, Шупашкар хулинчи 4-мĕш номерлĕ Лицейра вăй хурать. Паллă, унăн республика чысне пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртура хӳтĕлеме тивет.

«Хамăра яланах шанмалла, яваплăха туймалла, ырă енчен кăтартма пĕлмелле, ăсталăха пур енлĕн ҫирĕплетсе памалла», – тесе каланă вăл.



31 мая 2023
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter