Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ! Хаклӑ ҫамрӑк туссем!

Сире Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлатӑп!

 Ҫак уяв тӗрлӗ ӳсӗмри йышлӑ ҫынна пӗрлештерет, мӗншӗн тесен пирӗнтен кашниех хӑй вӑхӑтӗнче сирӗн пекех ача пулнӑ.

Ачасем – пирӗн шанчӑкӑмӑр тата пуласлӑхӑмӑр. Кӑҫалхи уяв, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче иртекенскер, уйрӑм пӗлтерӗшлӗ, вӑл кашни ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынна эпир ҫамрӑк ӑрушӑн яваплӑ пулнине уҫӑмлӑн ас тутарать.

Хаклӑ ачасем! Эсир вӗренетӗр, хӑвӑршӑн ҫӗннине уҫатӑр, ӗмӗтленетӗр. Эпир сирӗн ачалӑхӑр чӑннипех илемлӗ, телейлӗ те асра юлмалла ирттӗр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшатпӑр.

Сирӗн талантӑрсемпе пултарулӑхӑра аталантармалли майсем ҫулсерен хушӑнса пыраҫ­ҫӗ, вӗсем – кванториумсем, IT-кубсем, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисемпе хушма пӗлӳ учрежденийӗсен никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен, техника, физкультурӑпа спорт, художество тата туризмпа таврапӗлӳ енӗпе ӗҫлекен пӗрлешӳсем. Ыр кӑмӑллӑх, пултарулӑх проекчӗсемпе ҫут ӗҫ проекчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Умра – чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен ҫу кунӗсем. Сире кӑҫалхи ҫу кунӗсенче кану тата сывлӑха ҫирӗплетмелли 315 организаци хапӑл туса кӗтсе илӗ: шкул ҫумӗнчи 289 лагерь, халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен 10 организаци, хула тулашӗнчи 16 стационарлӑ ла­герь.  Ҫак кунсенче эпир «Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» проекта хута ятӑмӑр.

Эпӗ сире ҫавӑн пекех тантӑшӑрсем, йӑмӑкӑрсемпе шӑллӑрсем ҫине ытларах тимлӗх уйӑрма, ырӑлӑх, хисеп тӑвас тата пулӑшу парас енӗпе вӗсемшӗн яланах ырӑ тӗслӗх пулма, йывӑр лару-тӑрура пулӑшма, ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама хавхалантарса пыма чӗнсе калатӑп. Пӗр-пӗрне сумласа хисеплени кӑна пире кашниех хӑйне юратнине, хисепленине тата хӳтӗленине туйса тӑ­ракан общество туса хума, унта тӑван ҫӗре юратакан, унӑн малашнехи аталанӑвӗпе чечекле­нӗвӗшӗн ырми-канми ӗҫлеме хатӗр аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн – Раҫҫейӗн чӑн-чӑн гражданинне пӑхса ҫитӗнтерме май парать. 

Пурсӑра та манӑҫми ҫу кунӗсемпе киленме, ҫӗннине  савӑнса ӑса хывма, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм тата палӑртса хунисене пурнӑҫлама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

 Пуҫлӑхӗ                                                                                                          Олег Николаев 

 



01 июня 2023
08:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter