«Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» ҫак ятпа хатĕрленĕ парне пуххине малашне тин çуралнă пур ача та тивĕçĕ

«Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» ҫак ятпа хатĕрленĕ парне пуххине малашне тин çуралнă пур ача та тивĕçĕ

Ачасене хӳтĕлемелли кун умĕн, Телейлĕ ачалăх ҫулталăкне халалласа, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ ҫумĕнчи Шупашкарти президент перинаталь центрĕнче савăнăҫлă пулăм пулса иртнĕ.  Чăваш Енĕн парнине Шупашкар, Етĕрне, Ҫĕрпӳ тата Вăрнар тăрăхĕсенче ҫуралнă пепкесем тивĕҫлĕ пулнă. 

Асăннă парнене питĕ кăмăлпа хатĕрленĕ. Ҫемьесене парнепе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн салам открыткисене те парса хавхалантарнă. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче парнеллĕ пулма май килни пушшех те лайăх. «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă». Çак ятпа хатĕрленĕ парне пуххине малашне тин çуралнă пур ача та тивĕçĕ.

Пĕлме: Çак парне шутне тĕрлĕ енлĕ ача-пăча валли, çемье валли усăллă япаласем кĕрĕç. Парне шутне кĕртес япаласем пирки малтан çамрăк çемьесемпе, ачана кĕтекен çемьесемпе сӳтсе явнă.  Вĕсен сĕнĕвĕпе килĕшӳллĕн çак парне шутне кĕрекен япаласене çирĕплетнĕ. Кровать çине сармалли хатĕр, «Сывлăх чун илемĕ» çырнă ал шăлли, «Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» кĕнеке, Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен ача çуралнă ятпа саламлă çыру – «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» парне пуххине çаксем кĕреççĕ.

«Чăваш Республикинче ырă пуҫару пурнăҫа кĕчĕ. 2023 ҫулта кун ҫути курнă пепкесем пурте Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче парнете тивĕҫĕҫ.  Пуçласа кашни çуралакан ача больницăран тухнă чухне çакăн пек парнене илĕ. Эпир унччен те çулталăкне икĕ хутчен 1-мĕш июньте тата тĕрĕ кунĕнче çуралнисене пĕчĕк парнесене тиĕçтернĕччĕ. Телейлĕ ачалăх çулĕнче кашни ача валли пултăр тесе палăртса хутăмăр. Хыснаран укçа та уйăрса хунă. Малалла ялан пулакан йăла пулĕ. Парнене илекенсем пурте ку кĕтменлĕх пулнине палăртаççĕ. Паян вара палăртма кăмăллă, кашни пепке пархатарлă чăваш парнине тивĕҫет.  Эпир пурсăмăр та савăнатпăр, Чăваш Республикинче ачасем ҫуралнишĕн. Вĕсене ҫитĕнме хăтлă условисем пулччăр тесе, эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех туса пама тăрăшăпăр.  Чăваш Енре пурăнма, ӳссе ҫитĕнсен Тăван ҫĕршывăмăршăн юрăхлă ҫынсем пулччăр тесе те тăрăшăпăр пĕрле», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Ҫакнашкал мероприяти республикăри ытти сиплев учрежденисенче те иртнĕ. Пĕтĕмпе 28 ҫемйене парнене парса хавхалантарнă.  Ҫĕнĕлĕхе кăҫал нарăс уйăхĕнчен пурнăҫа кĕртме пуҫланă.  Амăшĕсене ача ҫуратнă хыҫҫăн, сиплев учрежденийĕсенчен кăларсан, асăннă пархатарлă парнене парса чыслĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ҫулсерен тухакан кăҫалхи Ҫырăвĕнче ку ыйтăва шăпах та палăртнă пулнă, ырă пуҫару пурнăҫа кĕни халĕ пурсăмăра та, уйрăмах ҫамрăк ашшĕ-амăшĕсене аванах хавхалантарать. Документа, парне парса тивĕҫтерме ирĕк паракан йĕркене ачаллă ҫемйесене хушма тĕрев парас тĕллевпе пăхса хăварнă, Хушăва  нарăс уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Асăннă кун нумай сыватмăшран тухакан тин çуралнă ача ячĕпе саламсем пулнă.



01 июня 2023
14:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter