Олег Николаев «Хӑрушлӑхсӑр ачалăх» форума старт панӑ

Олег Николаев «Хӑрушлӑхсӑр ачалăх» форума старт панӑ

«Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйтăва Чăваш Республикин Правительстви кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.  Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем, право хуралĕнче вăй хуракансем, педагогика ĕҫченĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени куҫ кĕретех.  Ҫуллахи тапхăрта тепре чухне ытларах та пăтăрмахсем сиксе тухма пултараҫҫĕ, апла пулсан шăпах та, ҫу кунĕсенче асăннă ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшаҫҫĕ ятарлă ведомствăсенче тăрăшакансем.  Регионта ирттернĕ форум – Ачасене хӳтĕлемелли куна палăртса йĕркелени те, ҫакнах ҫирĕплетсе парать», – тесе ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Форумра граждансен обществисен институчĕсенче вăй хуракансене, хастарсене, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене  пĕр чăмăра пухни – кирек-епле ыйтăва татса пама витĕм кӳресси часах пулĕ.  Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ыйту – патшалăх приоритечĕсенчен пĕри шутланать.  «Ачасем тепре чухне вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайни – пурсăмăра та хытă пăшăрхантарать.  Паллă, ашшĕ-амăшĕсемшĕн йывăр ҫухату.  Эпĕ те кашни кун республикăри лару-тăру пирки хыпарсене туххăмрах пĕлсе тăратăп. Мана та хумхантарать ыйту. Инкек пулнисем пирки илтсен, эпĕ пушех те хытă пăшăрханатăп.  Нихăҫан та лăпланса лармалла мар, тимлĕхе никамăн та ҫухатма ирĕк ҫук.   Пирĕн ума сиксе тухакан пăтăрмахсене сирсе ярас тесессĕн, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ йĕркесем пăхса хăварма тăрăшмалла, профилактика ĕҫĕсене те кулленех  ирттермелле. Паянхи пурнăҫ ыйтакан условисене пăхăнса  ҫирĕп пурнăҫласа пурăнни аван пулĕ», – тенĕ Олег Николаев.   

Форумра тĕрлĕ кăсăклă мероприятисене йĕркелесе ирттерме плана кĕртсе хăварнă.  Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫемйесене пулăшу парасси ыйту та актуаллă шутланать.  Халăхпа кулленех тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тăрăшмалла, пĕрне-пĕри пулăшсан, кирлĕ чухне пулăшу парсан, паха сĕнӳсемпе витĕм кӳрсен, тен йăнăшсем те сахалтарах пулĕҫ. Кун пирки те тепĕр хут палăртсах каланă регион Пуҫлăхĕ.  Форумăн тĕп тĕллевĕ – ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.  Ҫамрăк ачасен прависене хӳтĕлес, вĕсене кирлĕ пек хăтлă условисем туса парас ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ. Ачасен сывлăхне упрас ыйту та актуаллă шутланать.  

Форума пухăннисене РФ Президенчĕ ҫумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Уполномоченнăй  Мария Львова-Белова ăшшăн саламланă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче аппаратăн тĕп тĕллевĕ ачасен прависене хӳтĕлесси пулнине каланă.  Ачасемпе тата ҫамрăксемпе палăртнă институтăн ертӳҫи хăрушсăрлăх, вĕренӳпе медицина пайĕнчи ыйтусем пирки калаҫнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем тавра канашланă.

«Ачасене валли ҫĕршыв» программăна тĕпе хурса кашни ҫĕрте цифра уҫлăхĕнче е ҫуртсем таврашĕнче пĕтĕмпех условисем хатĕрленеҫҫĕ.  Тепĕр тесен, ҫулсеренх «Хăрушлăхсăр ачалăх» акцине йĕркелесе ирттереҫҫĕ. Хĕллехи  тапхăрта пĕтĕмпе 730 ытла тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ, вĕсем пĕтĕмпех профилактика енĕпе ҫыхăннă, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе иртнĕ.    

Пур-пĕрех пăтăрмахсем те сиксе тухман мар. Пур ҫавăн пек тĕслĕхсем, кĕтмен ҫĕртен инкексем пулни. Форум шайĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти 65-мĕш шкул бази ҫумĕнче лагерь уҫассипе ҫыхăннă пулăма хутшăннă. Палăртса хăваратпăр, унта харăсах 300 ача ҫӳреме пултарать.  «Ҫулталăкĕпе эсир кунта вĕренме ҫӳренĕ.  Паян вара,  шкула эсир канма, хăвăрăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма, пултарулăха аталантарма пухăннă. Спортри ăсталăха та ӳстерме аван. Вăй-хăват хушса, ҫитес вĕренӳ ҫулĕ валли  аталанса пыратăр.  Чи пахи – пĕрле пухăнса, пĕр-пĕринпе канашлани, пĕр-пĕринпе туслă пулма вĕренни тата ытти те.  Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма, паха проектсемпе ĕҫлесе пыма тăрăшатăр, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми вăй хуратăр», – тенĕ Пуҫлăх.  

 



01 июня 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter