Çĕр хăйне хисепленине юратать

Çĕр хăйне хисепленине юратать

Кăçал çуркунне ир килчĕ. Çанталăкĕ те çураки вăхăтĕнче аван тăрса ака-суха ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă ирттерсе яма май пачĕ. Халĕ хирсем симĕс тум тăхăнчĕç. Шăпах çак вăхăтра округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агрономсем çулсеренех пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма хирсене тухаççĕ. Кăçал калчасене тĕрĕслемелли смотр май уйăхĕн юлашки кунĕнче иртрĕ.
Пуçтарăннисем малтанах Самаринăн фермер хуçалăхне çитсе курчĕç. Кунти хирсем таса, мĕн акни аван шăтса тухнă. Ешĕллĕн курăнакан уйсене пăхма кăмăллă.

«Родина» ОООра нумай çул ỹсекен курăксене çулма тухнă. «Сенаж хума пуçлатпăр. Нумай çул ỹсекен курăксене чечеке лариччен, чечек тĕввисем палăрма пуçласанах çулмалла. Çакă ỹсен-тăранта тутлăхлă япаласене сыхласа хăварма пулăшать», _ палăртрĕ хуçалăх ертỹçи А.Е.Потемкин. Хирсене кăтартнă май, вĕсенче хăçан мĕнле агротехника ĕçĕсем пурнăçлани, сортсем пирки каласа пачĕ. «Родина» ООО - пусă çаврăнăшне пăхăнса, уй-хир технологийĕнчи çĕнĕ меслетсене алла илес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлекен хуçалăх. Кунта кĕр тыррисем пучах кăларма та ĕлкĕрнĕ. Тикĕс те парка çитĕнеççĕ, пысăк тухăç пама шантараççĕ. Смотра хутшăнакансем кĕрхи туллăн «марафон» сорчĕ çитĕнекен уйпа интересленсе паллашрĕç. Хуçалăх ертỹçи ку хиртен пĕр çулхине кашни гектар пуçне 72 центнер тухăç илнине те асăнчĕ. Кăçал кунта 48 гектар таса пусă хăварнă. Вăл хир чăннипех те таса, çумкурăксăр.

«Искра» колхозра сухалакан çĕрсем пĕтĕмпе 870 гектар шутланаççĕ. Пĕлтĕр хырайĕнелсем 76 гектар çине кĕр тыррисем акса хăварнă. Вĕсем лайăх хĕл каçса вăй илнĕ, парка çитĕнеççĕ, пăхма кăмăллă. Кунта та агротехника ĕçĕсене пĕлсе те пахалăхлă пурнăçлани курăнать.
«Слава» ял хуçалăх кооперативĕн хирĕсем те чуна савăнтараççĕ. Кĕр тыррисем те, кăçал акнă тырăсен калчисем те аван ешереççĕ. Кунта та çĕр ĕç технологине пăхăнса ĕçлени сисĕнет.

«Слава картофелю» агрофирмăна ятне пăхса çĕрулмипе çеç ĕçлекен хуçалăх тесе шутлакансем те пур. Анчах та «иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ чухне те пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлемелле. Çĕр пулăхлăхне сыхласа хăварас тата пуянлатас тĕлĕшпе кунта нумай çул ỹсекен курăксем те, сидератлă культурăсем те акса тăваççĕ. Кунсăр пуçне 900 гектар ытла лаптăк çинче пĕрчĕллĕ тырăсем çитĕнтереççĕ. Хуçалăхăн кĕр тыррисен уйĕсемпе агрофирмăн директорĕ Р.Х.Идиатуллин паллаштарчĕ. Вăл калчасем лайăх çитĕнччĕр тесе вĕсене мĕнле апатлантарни, ỹсентăран сăтăрçисене, чир-чĕрĕсене хирĕç кĕрешсе мĕнле препаратсемпе усă курни пирки каласа пачĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, смотр вăхăтĕнче пăхса çаврăннă хуçалăхсен хирĕсем таса, калчасем аван ешереççĕ, çанталăк условийĕсем лайăх пулсан пысăк тухăç пама шантараççĕ. Анчах та, шел пулин те, чуна ыраттаракан ỹкерчĕксем те тĕл пулчĕç. Хăш-пĕр ялсен çумĕнчи çĕрсене уйрăм çынсем илнĕ. Вĕсене кирлĕ шайра пăхса тăманни палăрать. Кирлĕ пек усă курманнине пула çумкурăк пусса илнĕ. Пĕр фермер хуçалăхĕн тырă уйĕнче те çумкурăк ỹт çине тухса тулнă шатрасем пек курăнса таврари пĕтĕм илеме пăсать. Тĕрĕслеттермен вăрлăха аксан, вăхăтра имçам сапмасан тухăç илеймĕн. Акнипе çеç мар, тивĕçлипе пăхса тăни, агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлани те кирлĕ. Çĕр хăйне хисепленине юратать, пысăк тухăçпа савăнтарать.

Смотр ĕçне «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче пĕтĕмлетрĕç. Муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н.Осипов ял хуçалăх ĕçченĕсене ака-суха ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçланăшăн тав турĕ, тухăçшăн пыракан кĕрешỹре ăнăçу сунчĕ. Округăн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан М.М.Зайнулин ял хуçалăх предприятийĕсем мĕн палăртнине акса-лартса хăварни çинче чарăнса тăчĕ. Ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕ И.Х.Миннетуллин, районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕнче нумай çул тăрăшнăскер, паянхи кун та хире тухса специалистемпе тĕл пулма тăрăшать. Ун сăмахĕсене пуçтарăннисем интересленсех итлерĕç. Смотр ĕçне «Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПБУн Чăваш Республикинчи центрĕн пирĕн округри уйрăмĕн специалисчĕсем Н.М.Чернова, С.П.Петухова хутшăнчĕç. Вĕсем хĕл каçипех кĕр тыррисен калчисем мĕнле лару-тăрура пулнипе интересленсе тăнă, халĕ вĕсен аталанăвĕпе тимлесех паллашрĕç.



01 июня 2023
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter