Уяв савăнăçлă иртрĕ

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа паян Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче  уяв иртрĕ.

Шăпăрлансене саламламашкăн  ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова килсе çитрĕ. Алена Геннадьевна ачасене каникул пуҫланнӑ ятпа саламланӑ май ӑна усӑллӑ ирттерме сунчӗ.

Ачасене «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн председателӗ Елена Зайцева та ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕ.

Ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе хутшăнакан çар ветеранĕ Виталий Емельянов çитĕнекен ăрăва хастар пулма сунчĕ.

Социаллă центр ачасем валли уяв йĕркеленĕ май питех те кăсăклă программа хатĕрленĕ. Юрă-ташă флешмобĕ те, пазл пуçтармалли квест та, ăсталăх класĕсем те, эстафета та, тĕрлĕ ытти вăйă та ачасен кăмăлне уçрĕ.



Хыпар
01 июня 2023
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter