Ачасен канăвне кăсăклă йĕркелемелле

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ачасен çуллахи канăвне йĕркелессипе, çул çитменнисен пурнăçне сыхлассипе, Çимĕк уявне ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Олег Николаев канашлăва питĕ салху статистикăран пуçларĕ. Иртнĕ эрнере Канаш округĕнчи Шăхасанта виçĕ хĕрача шывра путса вилнĕ. «Шыва кĕме кайнă та киле таврăнман… Кунашкал инкек сахал мар. Çавăнпа муниципалитетсен ертÿçисене, яваплă органсен представителĕсене шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрма, ачасене юхан шывсемпе пĕвесен хĕрринче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен асăрхаттарассине йĕркелеме ыйтатăп», — терĕ республика ертÿçи.

ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров палăртнă тăрăх, Чăваш Енри ачасен сывлăхне çирĕплетекен учрежденисем ачасене йышăнма хатĕр. Кăçал 44 пине яхăн ача 315 учрежденире канма, сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. «Бригантина» лагерьте, сăмахран, ачасен канăвне этнокультура паллисене тĕпе хурса, «Звездный» лагерьте патриотизм енĕпе йĕркелĕç. «Шурă чулсем» лагерьте ĕнер «Артек» стандарчĕсене тĕпе хуракан «кĕпĕрнаттăр лагерĕ» уçăлнă. Унта кăçал 1300 ача канма пултарĕ. Республикăра, министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пуçласа «Паттăрсен çĕршывĕ», «Пĕрремĕшсен вăхăчĕ» проектсем пурнăçланĕç. Унта ача-пăча юхăмĕн хастарĕсем, волонтерсем, шыравçăсем хутшăнаççĕ. Олег Николаев ачасен кăçалхи канăвĕ чăннипех те нумай енлĕ те кăсăклă пулассине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех вăл «кĕпĕрнаттăр лагерĕн» опычĕпе малашне ытти кану учрежденийĕнче те усă курассине палăртрĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Гладнев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен ачасем вилнин кăтартăвĕсемпе Раççейри чи ăнăçлă виçĕ регион йышне кĕрет. Япăх мар кăтарту. «Анчах ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Ачасен пурнăçне сыхлас ĕç-хĕле лайăхлатсах пымалла, — терĕ вăл. — Çулталăка çитмен пепкесемшĕн ашшĕ-амăшĕ тÿррĕн яваплă. Кăçал çак ÿсĕмри пилĕк ачана çухатрăмăр. Пĕр тĕслĕхре, акă, амăшне темиçе хут та пĕчĕкскере пĕрле вырттарма юраманни çинчен асăрхаттарнă, анчах вăл каланине итлемен. Пĕр каçхине çывăрнă чухне ачана хупласа хурса вĕлернĕ». Ачасен пурнăçĕ чылай чухне, шел те, аслисен тимлĕхĕ çителĕксĕртен татăлать. Шывра путаççĕ вĕсем, хăйсем çине алă хураççĕ, çул çинчи аварисенче шар кураççĕ, наркăмăшланаççĕ… Çаксем çул çитменнисен вилĕмĕн тĕп сăлтавĕсем пулнине палăртрĕ Владимир Гладнев. «Хальхи вăхăтра 2005-2007 çулсенче çуралнисемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсем экзамен тытма хатĕрленеççĕ. Çамрăксемшĕн питĕ пăлхануллă тата кăткăс тапхăр», — асăрхаттарчĕ вăл.

Олег Николаев ачасене инкек-синкекрен хÿтĕлес ĕçе волонтерсене явăçтарма сĕнчĕ. «Вĕсене шыва кĕме юраман вырăнсенче сыхă тăма сĕнмелле. Ял тăрăхĕсен ертÿçисем ун пек вырăнсене лайăх пĕлеççĕ. Çапла майпа чылай инкекрен хÿтĕленме май килĕ», — терĕ вăл. Çитес канмалли кунсенче халăх Çимĕк уявне паллă тума хатĕрленет. Çак кун масарсем çине каякан, уйрăмах Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта, йышлă пулассине пĕлсе Олег Николаев халăх валли хăтлă условисем туса памалли çинчен аса илтерчĕ. Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Пулатов пĕлтернĕ тăрăх, масарсене ÿпресемпе сăвăссем тапăнасран дезинфекциленине, хăрăк йывăç-тĕмрен тасатнине, курăка çулнине, биотуалетсем вырнаçтарнине пĕлтерчĕç. Çавăн пекех çăва çине каякан общество транспорчĕн шутне ÿстерĕç, хăш-пĕр çул çинче транспорт юхăмне пĕчĕклетĕç е çула вăхăтлăха хупĕç. Çавăн пекех ĕçмелли шывпа тивĕçтерĕç, халăх масар çинче пулнă вăхăтра пухăнакан çÿп-çапа çийĕнчех кайса пăрахассине йĕркелĕç.



02 июня 2023
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter