Чӑваш Ен ДОМ.РФ пулӑшнипе цифра финанс активӗсене кӑларас механизма тест мелĕпе пуҫарса пăхма хатӗр

Чӑваш Ен ДОМ.РФ  пулӑшнипе цифра финанс активӗсене кӑларас механизма  тест мелĕпе пуҫарса пăхма хатӗр

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата ИТ директорсен управляющийĕпе ДОМ.РФ  цифра трансформацийĕсен ертӳҫипе Николай Козакпа Раҫҫейри промышленноҫăн цифра индустрийĕ ыйтупа йĕркелесе ирттернĕ канашлу вăхăтĕнче  калаҫса килĕшнĕ.   Мероприяти Чулхулара иртнĕ.

«Чăваш Республикинче финанс тытăмĕнчи цифра ҫĕнĕлĕхне кăна мар, ытти сферăсенче те  цифра сервисĕсене пурнăҫа кĕртме тăрăшăпăр. Пĕр сăмахпа каласан, ДОМ.РФ паянхи пурнăҫ таппипе пулса пыракан пуҫарăвĕсене пилот мелĕпе регионта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартатпăрКу строительство организацийĕсенче цифра сервисĕсене хаклама май парĕ. Регионта пурăнакансене ресурссемпе усă курма меллĕрех пулĕ», – тесе каланă Олег Николаев.

Чăваш Ен пилотлă регион пулма хатĕррине палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.  Палăртнă мероприяти  пирки вăл «Россия — Исламский мир: KazanForum» Хусанта иртнĕ экономика форумĕнче пĕлтернĕ пулнă.  Ырă пуҫарăва Раҫҫей Федерацийĕн  Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков та пысăка хурса хакланă.

ДОМ.РФ цифра трансформацийĕсен ИТ директорсен управляющийĕ Николай Козак сăмаха малалла тăснă май финанс активĕсен цифрисемпе инфратытăм облигацийĕсене ДОМ. РФ аталану институчĕсене тĕпе хурса проектсене пурнăҫа кĕртни, вĕренӳ тата цифровизаци  енĕпе хатĕрленĕ проектсем Чăваш Республикинче чылай ҫул-йĕрсемпе ҫав тери хăватлă цифра пайне куҫса пыма витĕм кӳрессине каланă.

«Цифрăллă финанс активĕ – финанс пайĕcенчи пуласлăх инструменчĕ.  Ку платформа каламасăрах паллă, ҫав тери кăсăклă.  Ăна пуҫарса йĕркелесе яни питĕ аван.  Нормативлă ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе ҫитермелле.  Ун хыҫҫăн вара,  тапхăр тапхăррăн проекта пурнăҫа кĕртсе пыма та юрĕ», – тесе палăртнă Николай Козак.  

Финанс пĕлĕвĕн шайне ӳстерни, цифра технологийĕсене тĕпрен ăша хывса пыни – пуласлăхра ĕҫе пурнăҫласа пыма витĕм кӳрĕ, палăртнă тĕллевсем патне пыма, ҫитĕнӳпе палăрма та  часах пулĕ.  Паянхи пурнăҫ ыйтакан ыйтусем ҫине  тимлĕх уйăрмалла, ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшмалла.  Патшалăх служащийĕсен асăннă ыйтăва тимлĕх уйăрмалла.  Строительство пайĕнче тăрăшакансен те цифра технологийĕсене тĕпе хурса мĕнпур ĕҫсене май пур таран пурнăҫласа пыма пĕлмелле.    

2022 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче ятарлă йышăнăва та пăхса хăварнă, ăна тĕпе хурса строительство пайне цифра ҫине куҫарса пыма тĕллев лартнă.  Ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесе пырассинче ҫĕнĕлĕхе кĕртме палăртнă.  Паллă, уйрăмах объектсене пурнăҫлама федераци хыснинчен укҫа-тенкĕ тăкакланать пулсан.  Патшалăх заказĕсемпе пулса пыракан объектсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, вĕсене хута янă чухне федераци, республика е тата муниципалитет хыснисенчен укҫа-тенкĕ тăкакланать, апла пулсан цифра витĕмлĕхĕ пулмалла, кашни ĕҫе ҫивĕч тĕрĕслеве илме аван, графикпа килĕшӳллĕн объектсене пурнăҫа кĕртме меллĕ, тухăҫлăх тени те пĕр сăмахпа каласан мала тухма пултарĕ. Кун пирки ҫирĕплетсех каланă ерӳҫĕсем.   

Ҫĕршывра строительство пайĕнче вăй хуракансем тĕпрен цифра технологийĕсен витĕмлĕхĕсемпе 2024 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕҫе тытăнĕҫ.  Паллă, калаҫу куна пысăк проектсем пирки уйрăмах пырать.  Строительство ĕҫĕсене пурнăҫлакансене саккунсен йĕркисене пăхăнса ĕҫлеме хистĕ, паянхи пурнăҫ ыйтакан технологисене пăхăнса ҫуртсене хăпартас ĕҫре усă курма та тен май парĕ.   Нормативлă документсен пăхăнса пырсан, йĕркене ҫирĕп тытсан, пăтăрмахсем те пулмĕҫ, кирек-епле ыйтăва та туххăмрах уҫăмлатма аван пулĕ.     



02 июня 2023
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter