Чӑваш Енре муниципалитет пуҫлӑхӗсен ҫамрӑксен ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен советникӗсен Раҫҫейре сайра тӗл пулакан институчӗ ӗҫлет

Чӑваш Енре муниципалитет пуҫлӑхӗсен ҫамрӑксен ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен советникӗсен Раҫҫейре сайра тӗл пулакан институчӗ ӗҫлет

 Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫамрăксен  ĕҫĕсемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ертӳҫин ҫумĕпе  Дамир Фаттаховпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра пĕлтернĕ.   Ҫамрăксемпе ĕҫлекен Федераци агенстви Чăваш Енĕн ĕҫне пысăка хурса хакланă, кашни муниципалитетра советниксем ку енĕпе пуррине те ырланă.  Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсенчи ҫамрăксемпе ĕҫлекен ертӳҫĕсемпе  ĕҫлĕ канашлу  йĕркелеме палăртнă. Ун чухне Чăваш Енĕн паха ĕҫĕ пирки тĕплĕнрех ыттисене паллаштарма сĕннĕ.  

«Сирĕн питĕ паха ĕҫ. Кашни муниципалитетăн советникĕсен пуҫаруллă ĕҫĕсене эпир хамăр енчен тишкерсе пыратпăр.  Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле пĕтĕмлетӳ туса та хатĕрлĕпĕр.  Тен сирĕн ĕҫ ыттисемшĕн тĕслĕхре пулĕ. Презентаци тусан аван. Вăл палăртнă канашлăва Раҫҫей Федерацийĕнчи мĕнпур субъектсенчи ҫамрăксеме ĕҫлекен ертӳҫĕсене йыхравлама палăртăпăр.  Кун пек ĕҫре кулленхи тухса тăракан йывăрлăхсем пирки те  сӳтсе явма аван, ырă енсем ҫинчен те каласа пама меллĕ», – тесе ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче Дамир Фаттахов.    

«Пирĕн умра ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене тĕпе хурса ҫамрăксен гражданла ăнланулăхне ҫирĕплетессипе, вĕсене Тăван ҫĕршыва юратса ҫитĕнме воспитани парассипе ҫыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем тăраҫҫĕ», – тенĕ ертӳҫĕ.   

Талантлӑ та пуҫаруллӑ, харсӑр чунлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ  ҫамрăксем чи кӑткӑс ӗҫсене ним иккӗленмесӗр пурнӑҫлама пикенеҫҫĕ тата лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫĕ. Кун пирки те асăннă вĕсем.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев шухăшĕпе ҫамрăксемпе ĕҫленин пĕлтерĕшĕ паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах  лайăх.  Ҫамрăксемпе ĕҫлекен советникĕсем ҫамрăксен политикине тухăҫлă йĕркелесе пыма витĕм кӳрĕҫ.  Тепĕр тесен, муниципалитетсен шайĕнче те ыйтăва тĕпрен уҫăмлатса  пыма меллĕрех пуласси те куҫ кĕретех.  «Енчен те ҫитĕнӳсем патне ăнтăлас тесен, тухăҫлăха ӳстерес пулсан  –  ҫавăн пек йĕрке йышăнни аван, унта тӳрремĕнех ҫамрăксен политикипе ĕҫлекенсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Управленийĕпе тачă ҫыхăнса тăма майсем туса пани те вырăнлă.  Кун пек ĕҫ пуҫлансан, вара тен йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те туххăмрах уҫăмлатса пыма меллĕ пулĕ», –  тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ .

 Пĕр пухăннă пек чухне, республикăри ҫамрăксен политикин шалти аудичĕсем пирки те сӳтсе явнă.  Ҫамрăксен ĕҫĕн тухăҫлăхне ӳстересси ҫинчен канашланă, кадрсен ыйтăвĕсене пăхса тухнă.  

 «Патшалăх органĕсен ĕҫ-хĕлĕ ҫамрăксене те витĕм кӳмелле.   Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче эпир ҫамрăксемпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пытăмăр.  Вĕсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене сахал мар  пăхса тухнă, тĕплĕ тишкерӳ туса хăварнă.  Паянхи пурнăҫ таппинчи лару-тăрăва та анлăн  сӳтсе явнă.  Паллă, ыйтусем те сахал мар. Пысăк помышленноҫ, экономика, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне вăй илтерсе пырасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ. Вĕсемпе те кулленех ĕҫлесе пынă. Тен вăл вăхăтра ҫителĕклĕ таран ҫамрăксем ҫине тимлĕх те уйăрса пыраймарăмăр пулĕ.  Ҫавăнпа та шалти ĕҫсене экспертиза туни питех те вырăнлă пуласса  пĕлсех тăратпăр.   Пирĕн питĕ лайăх ăнланмалла, эпир патшалăхăн ҫамрăксен политикинчи пĕлтерĕше.  Ҫирĕп йĕркене пăхăнса ятарлă план туса хатĕрлемелле, ăна пурнăҫа кĕртессишĕн пирĕнтен кашнин таса чунпа, яваплăха туйса ырми-канми тăрăшмалла», – тесе ҫапларах каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ҫамрăксен ҫутӑ ӗмӗттӗллевӗсем региона тухӑҫлӑн аталантарма пулӑшаҫҫĕ.   

Дамир Фаттаховпа Олег Николаев ҫамрăксен политикине пысăк тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех. Кун пеккисем сахал тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  Ытти субъектсенче тăрăшакансем те вĕсем пек хастар ĕҫлесе пырсан аван.   Аудит туса ирттерни питĕ лайăх.  Вăл пуласлăхри плана хатĕрлеме витĕм кӳрĕ. Регионти ҫамрăксемпе пĕрле стратегиллĕ плана туса йышăнма та аван.   «Эпир хамăрăн ҫĕнĕлĕхсем пирки ыттисене те пĕлтерме хавас.  Аудит пĕтĕмлетĕвĕпе пурсăра та паллаштарăпăр.  Пĕрле «ҫулсен карттине» туса хатĕрлесен, тен пуласлăхра тата та пысăкрах кăтартусем патне ăнтăлма майсем уҫăлса пырĕҫ», – тенĕ ертӳҫĕ.

 «Кăҫал  патшалăхăн анлă программине пăхса хăварма хатĕрленетпĕр, ҫавăнпа та пĕрлехи ĕҫ питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Ҫамрăксен пайĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăҫлассипе шăпах та, ҫĕнĕ ĕҫ хучĕ пуласса шанатпăр.  Ҫамрăксен политикине кирлĕ пек вăй илтерсе аталантарса пырассинче те пулăшу пуласса ăнланатпăр», – тенĕ вăл.

«Ҫамрăксем  пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче – наукӑпа вӗренӳре, культурӑпа спортра, экономикӑпа бизнесра – тивӗҫлипе пӗлтереҫҫĕ. Общество ӗҫӗ-хӗлӗнче хастарлӑх кӑтартаҫҫĕ тата ырӑ тӑвакансен тавралӑх хутлӑхне хӳтӗлеме, Тӑван ҫӗршывшăн яваплăха туйса ĕҫлеме те яланах хавас.   Ҫамрăксем пысăк тӳпе хываҫҫĕ пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртессинче.  Пĕлетпĕр, вĕсем хăйсем ҫине яваплăха итлессине те.  Ялта инфратытăма ҫĕнетсе улăштарас ĕҫе те ҫитĕнекен яш-кĕрм хастар хутшăнасса ăнланатпăр», – тесе сăмаха  пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.      



02 июня 2023
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter