Пулăшу çитнĕ

Ачасене хӳтĕлемелли кун Бердянск тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те савăнăçлă иртет. Чăваш Енри пулăшу Донбасс тăрăхне çитнĕ. Парне тăвакансем – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ, «Пĕрле» фонд тата ырă чунлă республика çыннисем.

Чăваш Ен çыннисем йывăр лару-тăрура пулăшу кӳме яланах хатĕр. Кĕнекесем, тетрадьсем, тумтир, пылак çимĕç тата ытти те. Ку эрне пуçламăшĕнче çеç çак япаласемпе тултарнă теçетке-теçетке курупка тултарнă пысăк тиевлĕ машина Чăваш Енрен Запорожье облаçне çула тухрĕ. Ачасене хӳтĕлемелли кун умĕн вара республикăра пурăнакансем тимлĕхе ытларах пĕччĕкисене уйăрчĕç. Сывлăх енчен хавшакхаррисене те уйрăм тимлĕх кирлĕ. Социаллă пулăшăвăн килĕшĕвĕпе пĕрремĕш хутчен Чăваш Республикинчен шефа илнĕ Бердянск районне реабилитаци хатĕрĕсене ячĕç. Гуманитари пулăшăвĕ вырăна çитнĕ те. Ачасене хӳтĕлемелли кун чăн-чăн уяв пулнине палăртаççĕ Бердянск районĕнче пурăнакансем. Кашни парнере чăваш халăхĕн юратăвĕ, тимлĕхĕ. Вĕсене Бердянск районĕнчи хĕр ачапа арçын ачасене, нумай ачаллă çемьесене, ача сачĕсене, социаллă центрсене салатса парĕç. 



http://www.ntrk21.ru/video/62399
02 июня 2023
11:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter