Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе саламлатӑп!

Республикӑри экологсене професси уявӗпе уйрӑммӑн саламлас тетӗп.

Эколог ӗҫӗ – професси кӑна мар, вӑл – чун туртӑмӗ. Экологи ӑнланулӑхӗн пӗлтерӗшне ӳстерсе эсир пирӗн планетӑн тасалӑхӗшӗн тата тӗрӗс-тӗкеллӗхӗшӗн куллен кӗрешетӗр, тавралӑха типтерлӗн сыхласа упрас ӗҫе йӗркелетӗр, Чӑваш Республикин тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн экологи пуласлӑхне пысӑк тӳпе хыватӑр.

Эпир Чӑваш Ен экологи енӗпе Федерацин Атӑлҫи округӗнчи тата Раҫҫейри чи лайӑх регионсенчен пӗри пулнипе мухтанатпӑр. Экологи рейтингӗнче пӗлтӗр республика ҫӗршыв субъекчӗсем хушшинче ҫиччӗмӗш вырӑн тата Федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Ку сирӗн ӗҫӗрӗн паха кӑтартӑвӗ.

Вӑрмансене ҫӗнетни, вӑрмансем ӗрчетни, Атӑл юхан шывӗн тӑрӑмне лайӑхлатни, каяшсене тирпейлемелли ҫӗнӗ тытӑма ӗҫе кӗртни, ирӗк памасӑр йӗркеленнӗ ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене пӗтерни, тасатакан сооруженисем туни – ҫакӑ пурте республикӑна пурӑнма лайӑхрах, хӑтлӑрах вырӑна ҫавӑрма пулӑшать.

Экологи, социаллӑ пурнӑҫпа корпоративлӑ управлени принципӗсем ҫинче никӗсленекен Чӑваш Республикине ҫирӗп аталантармалли Концепцие пурнӑҫласси – экономикӑпа экологи аталанӑвӗнчи ҫӗнӗ тапхӑр. Пӗрле эпир курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тӑвасси тата республикӑра пурӑнакан ҫынсем валли ӗҫлеме тата пурӑнма лайӑх та хӑтлӑ хутлӑх туса хурасси пирки иккӗленместӗп.

Эсир хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑннӑран тата сирӗн ӑсталӑхӑра пула эпир уҫӑ сывлӑшпа сывлама, таса шыв ӗҫме тата республикӑмӑрӑн ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленме пултаратпӑр.

Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин

 Пуҫлӑхӗ                                                                                                        О.А. Николаев

 



05 июня 2023
11:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter