Чӑваш Ен культурине укҫа-тенкĕ енчен пулăшассине икӗ хут ытла ӳстернӗ

Чӑваш Ен культурине укҫа-тенкĕ енчен пулăшассине икӗ хут ытла ӳстернӗ

«2022 ҫулхипе танлаштарас пулсан, федераци хыснинчен культура пайне тĕрев парасси 2,3 хут ытла ӳснĕ, вăл 490 млн танлашать», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев 2023 ҫулта «Культура» наци проектне пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусемпе пулнă канашлура. Видео-ҫыхăну мелĕпе ирттернĕ мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн ҫумĕ Татьяна Голикова йĕркелесе ертсе пынă.

«Пире несĕлĕмĕрсем парса хăварнă культурăна упрамалла, хаклама пĕлмелле, ăна ҫитес ăрăва парнелесе хăварассишĕн тăрăшмалла.  Ку ĕҫе пирĕнтен кашнин тӳпе хывмалла, пирĕн культура тата та кăсăклăрах пуянрах пултăр тесе  вăй хумалла.  Хамăрăн йăла-йĕркесемпе мăнаҫланмалла, малалла та ăна аталантара пыма хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пама пĕлмелле. Культура пирĕн пурнăҫăн уйрăлми пайĕ тесен те тен йăнăшах мар пулĕ», – тесе палăртнă Олег Николаев.      

Наци проектне тĕпе хурса 2023 ҫулта 19 культура объектне ҫĕнетсе улăштарма тĕллев лартнă. Ҫакăн пирки хыпарланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

2022- 2023 ҫулсенче Ҫĕрпӳ хулинче Культура аталанăвĕн центрне хута яма палăртнă.  2023-2024 ҫулсенче Куславккари Илепар ялĕнче культура ҫурне уҫма палăртнă.  2023-2024 ҫулсенче Элĕкре ачасене валли ӳнер шкулне уҫасшăн. Канашра тата Тăвай тăрăхĕнче краеведени музейĕсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелеме планра  кĕртнĕ.    

 Ҫĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Муркашра Ача-пăча вулавăшне уҫма палăртнă. Республика кунне халалласа,  ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарта  Н.Носов ячĕллĕ вулавăша хута яма плана кĕртнĕ. Ҫĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Элĕк, Ҫĕрпӳ, Ҫĕмĕрле  муниципалитет округĕсене автоклубсем парса чыслĕҫ.  Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен, Куславкка округӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ мемориалта музей валли тĕрлĕ хатĕрсем илсе пуянлатĕҫ.  

Кăҫал пуш уйăхĕнче Канаш районĕнче Юмансар ялĕнче ҫĕнĕ культура ҫуртне  уҫнă. Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен Патăрьел салинче ачасене валли вулавăш хута янă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, регионта наци проекчĕпе килĕшӳллĕн палăртнă мĕнпур объектсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртсе пынине хыпарланă. 



06 июня 2023
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter