Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин патшалӑх наградисене тата Раҫҫей Федерацийĕн тата Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствисен ведомство наградисене парассипе ҫыхӑннӑ церемоние хутшӑнакансене саламланӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин  патшалӑх наградисене тата Раҫҫей Федерацийĕн тата Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствисен ведомство наградисене парассипе ҫыхӑннӑ церемоние хутшӑнакансене саламланӑ

Социаллӑ политикӑна пурнӑҫлани патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ приоритечӗ пулса тӑрать. Çынсен пурнăçне лайăхлатасси – патшалăхăн стратеги пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ. Чӑваш Енре социаллӑ сферӑра ӗҫлекен ултӑ пин ҫын йывăр лару-тăрăва лекнисене кулленех пулăшса пырать. Пурсăмăр та ырми-канми ĕçлени социаллă политика ыйтăвĕсене татса пама, ачаллă çемьесене çĕнĕрен те çĕнĕ йышши мелсемпе пулăшма, социаллă контрактсене пурнăçа кĕртме май панине асăннă Пуҫлăх.  

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социаллă пулăшу паракансен  ӗҫне федераци центрӗ пысӑка хурса хакланине палӑртнӑ.

Социаллӑ пулӑшу сферинчи професси ӑсталӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри XI-мĕш конкурсӗнче «Социаллӑ контракта ӗҫе кӗртмелли чи лайӑх практика» номинацире Чӑваш Ен иккĕмĕш вырăна тухнине,  «Сказки.Ru»  проектпа доброволецсен организацийӗ (волонтерсен) пӗрремӗш вырӑн йышӑннине тепĕр хут палăртса каланă.  

 «Эсир –  шанчăклă та тимлĕ пулăшуçăсем, пурнăçра йывăрлăха лекнисене  тăтăшах  пулăшатăр, пĕчченлĕхрен хăтаратăр, ыранхи куна шанма вăй-хăват паратăр . Пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене, вӗсен ҫемйисене, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен ҫемйисене кулленех  тимлĕх уйăратăр.  Нумаях пулмасть уҫӑлнӑ «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фончĕ спецоперацие хутшӑнакансене хӑйсене те, вӗсен ҫемйисене те пур енлӗн пулӑшма витĕм кӳрет. Сире ӗҫе  яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа  пурнăҫланăшăн , ҫынна яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн чунран тав тăватăп»,  – тесе саламланă социаллă пулăшу паракан сферăра тăрăшакансене регион Ертӳҫи.

Яланахиллех  вӑл хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.



07 июня 2023
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter