«Пысăк чĕреллисен» уявĕ

Паян ЧР Правительство ҫуртĕнче «пысӑк чĕреллисене» чысларĕҫ.

Ҫапла калама пулать социаллӑ сферӑра ĕҫлекенсене. Ыран вĕсен професси уявĕ пулать.

«6000-лĕ ҫар» вӑй хурать пирĕн республикӑра ҫак тытӑмра. Пурте вĕсем хӑйсен ĕҫне чунтан парӑнса, тӳрĕ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫĕ. Уншӑн пурне те чунтан тав тӑватӑп, - терĕ социаллӑ сферӑра ĕҫлекенсене саламланӑ май Олег Николаев.

Награда илнисен йышӑнче Любовь Самсонова та пур. Вӑл Кӳкеҫри психика енчен чирлĕ ачасен интернатĕнче 30 ҫула яхӑн ĕҫлет. Любовь Николаевна хӑйĕн ĕҫне питĕ юратать. Кунта ырӑ кӑмӑллӑ, чӑтӑмлӑ ҫынсем кӑна вӑй хума пултараҫҫĕ, тет.

www.hypar.ru



Хыпар
07 июня 2023
13:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter