Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратегиллĕ аталану тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратегиллĕ аталану тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

 «Патшалăх программисемпе ĕҫлесе пырассин пахалăх шайне юлашки ҫулсенче уйрăмах лайăхлатса пытăмăр. Наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пулса пыракан регионти проектсене пурнăҫа кĕртсе пырас ĕҫ те тивĕҫлĕ шайра пулса пыни куҫ кĕретех.  Лайăх кăтартусем пурсăмăра та хавхалантараҫҫĕ.  Пур-пĕрех пур-ха хăш-пĕр тăрса юлнă ыйтусем.  Ĕҫсем виҫĕ ҫул-йĕрпе пулса пыраҫҫĕ: нормативлă ĕҫ хучĕсене ҫĕнетсе улăштарса пырасси,  проект управленийĕн принципĕпе ĕҫ-хĕле йĕркелесе пырасси, ведомствăсен хушшинчи ĕҫ ушкăнĕсене пуҫарса янă чухне, уйрăмах вĕсене шута илесси, пĕрле пĕр-пĕринпе килĕшсе пысăк кăтартусем патне ăнтăлас ыйту та кун йĕркинчех тăрать, пĕлӳ шайне ӳстересси тата ытти те», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Кĕскен пĕлме: 2023 ҫулта пĕрремĕш квартăлта Чăваш Республикинче регион проекчĕсемпе ĕҫлесе пынă кăтартусем пирки.  

Кăҫал пĕрремĕш квартăлта Чăваш Республикинче 12 наци проекчĕпе килĕшӳллĕн регионта 48 проекта пурнăҫа кĕртессипе ĕҫленĕ.

Пĕтĕмпе палăртса хунă проектсене пурнăҫлама 2023 ҫул валли 19,6 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсенчен бюджетран тăкакланакан тĕрев – 13,6 млрд, вăл пĕтĕмĕшле калăпăшăн 69,4 проценчĕ пулать.   2023 ҫулхи ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин консолидированнăй бюджетĕнчен пĕтĕмпе 4,4 млрд тенкĕ тăкакланă (палăртса хунинчен вăл 31,4 процентпа танлашать).

Ака уйăхĕнчи хаклав тăрăх, наци проекчĕсемпе ĕҫлесе пынин кăтартăвĕпе Чăваш Республики 21-мĕш вырăна тухнă,  пĕтĕмĕшле пăхас пулсан Раҫҫей Федерацийĕн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах.

Регионти проект офисĕн хаклавне илес пулсан, Чăваш Республики наци проекчĕсемпе ĕҫленин кăтартăвĕпе 2023 ҫулта пĕрремĕш кварталта  япăхах мар ĕҫлени куҫ кĕретех тесе палăртать. Ларура отрасльсен министрĕсем наци проекчĕсене пурнăçлассишĕн пурнăçлакан мероприятисем, çак ĕçре тухса тăракан йывăрлăхсем çинчен каласа панă. Наци проекчĕсене мĕнлерех ĕçе кĕртнине мониторингланă чухне чылай кăтартăва тата икҫĕр ытла результата пăхаççĕ.

 Проектсемпе – хăшĕ-пĕрисемпе, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрни сисĕнет. Ĕҫсĕррисене ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтерессин кăтартăвĕ аван.  Харпăр хăй тĕллĕн аталанса пыракан предпринимательлĕх пайне витĕм кӳни те куҫ кĕретех.  Халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерессин кăтартăвĕ лайăх. Пĕр сăмахпа калас пулсан, ҫынсен сывлăхне упраса пырассипе, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пыма витĕм кӳрессипе те аван ĕҫлени никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхпе уйрăм предпринимательлĕх пуçарăвне пулăшасси» наци проектне  лайăх пурнăçланă. 

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 2022 ҫулта сывлăх сыхлавĕн 7 объектне тĕпрен юсанă. Кăҫал планпа килĕшӳллĕн тата 24 объекта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма палăртса хунă.

Канаш районĕнче Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ тĕп больницăн поликлиникине ҫĕнĕрен тума палăртса хунă. Объекта планпа килĕшӳллĕн 2024 ҫулта пурнăҫа кĕртĕҫ.   Медицина пайĕнче усă курма кирлĕ ҫĕнĕ автомашинăсем туяннă – вĕсем пурĕ 42 ед.   Медицина организацийĕсене валли пурĕ  пысăк технологиллĕ 114 медицина хатĕрĕсене туяннă.

Кăҫал тата та ытти тĕрлĕ медицина хатĕрĕсене туянма плана кĕртнĕ,   22 ФАП, 7 амбулатори тата ытти объектсене те хута яма палăртнă.

«Вĕренӳ» наци проектне тĕпе хурса, 2023-мĕш ҫулта Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн строительство ĕҫне вĕҫлеме палăртнă.  Шкул пысăк пулать, харăсах 1650 ача вырнаҫтарма май пулĕ. Республикăри хула тата муниципалитет округĕсенче ачасен  тавра курăмлăхне ӳстерсе пыма май паракан тĕрлĕ центрсем хута янă. Спорт залĕсене ҫĕнетсе юсанă. Учительсене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене, ачасене ăмăртусене хутшăнма пысăк витĕм кӳнĕшĕн, лайăх кăтартусем патне ăнтăлма пулăшнăшăн укҫан та тĕрев парса хавхалантарнă. Яла е тата пĕчĕк хуласене ачасене вĕрентме килме кăмăл тунă ҫамрăк учительсене 1 млн тенкĕ парса пулăшнă.   Шупашкарти «Университетский -2» микрорайонта ҫĕнĕ шкул хăпартассипе тăрăшаҫҫĕ, объекта графикпа килĕшӳллĕн 2024-мĕш ҫулта туллин хута яма палăртса хунă.

Кăҫал ачасен шучĕ нумаййине шута илсе, ҫĕнĕ шкулсем тăвас ĕҫе малалла тăсма шутланă. Шупашкар муниципалитет округĕнче Кукеҫре 825 ачана харăсах вырнаҫтарма май паракан пысăк капмар шкул хăпартма пуҫланă. Кунсăр пуҫне Ҫĕнĕ Шупашкарта та шкул ҫĕкленет, унта харăсах 1100 ача вырнаҫтарма май килĕ.  Шупашкарти «Солнечный» микрорайонти ҫĕнĕ шкулта 1400 вĕренекен ҫӳреме пуҫласси те куҫ кĕретех пулĕ. Объектсене 2024 ҫулта туса пĕтерме плана кĕртнĕ.

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 2023 ҫулта  регион пĕлтерĕшлĕ  36 объекта тĕпрен юсама палăртнă ытти ҫулсене те ҫĕнетесси планра пур.  76,6 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене ҫĕнетме тĕллев лартнă. Вăл шутран регион пĕлтерĕшлисене – 51,2 ҫухрăм тăсăлакан  автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарма пăхса хăварнă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ  пĕтĕмпе 22,7 ҫухрăм тăсăлакан объектсене ҫĕнетсе улăштарасси планра пур. Апла пулсан, автомашина ҫулĕсене юсаса ҫĕнетессипе хастар ĕҫлеҫҫĕ республикăра.       



07 июня 2023
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter