Ĕçсем пурнăçланаççĕ

Шкулсем çĕклеççĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем хăпартаççĕ, çулсене юсаççĕ тата ытти те. Наци проекчĕпе нумай ĕç пурнăçланать. Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура кăçал наци проекчĕсемпе мĕнле тăрăшнине тишкерчĕç.

Чăваш Республикинче 12 наци проектне пурнăçлассипе тимлеççĕ. Вĕсем шайĕнче тата регионти 48 проект пурнăçланать. Иккĕшĕнпе – «Цифра экономики валли кадрсем хатĕрлесси», «Çамрăк профессионалсем» – ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Наци проекчĕпе тимлессипе Чăваш Ен Атăлçире 5-мĕш, Раççейре 21-мĕш вырăнта тăрать. «Демографи», «Культура», «Цифра экономики», «Туризм» проектсемпе ăнăçлă ĕçленĕ.

– Ку наци проекчĕсемпе чăн малтанах Раççей Правительствипе пĕрле ĕçлетпĕр. Унсăр пуçне вĕсем, паллах, Раççей Президенчĕ пуçарнă май, халăхăн пурнăç условисене вăхăтра тата тивĕçлĕн пурнăçламалли тĕллев çак наци проекчĕсене тивĕçтернĕ чухне. Пĕлтĕрхипе тата унчченхи çулсемпе танлаштарспан, наци проектне пурнăçа кĕртсе пырас ĕç пахалăхĕ самаях ӳсрĕ. Эпир хăвăртрах туса пынине çынсем те туйни савăнтарать пире. Çавăнпа та хамăр умма тĕллев лартса малалла та ĕçлесе пырăпăр. Наци проекчĕсене республикăра пурнăçлама кăçал 20 миллиард тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 8 миллиард тенки федераци укçи. Хальлĕхе укçан 30 процентне ĕçе кĕртнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çак нумайрах та. «Вĕрентӳ» енĕпе паян 6 проект пурнăçланать. Вĕсенчен пĕри – «Сад» микрорайонти шкул. Ĕçсене 70 процент вĕçленĕ. «Хăрушсăр тата паха çулсем» проектпа Шупашкарта Граждански урамĕ юсанать. Ăна кăçал уçма палăртаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлахĕ Олег Николаев наци проекчĕсемпе тата та тимлĕрех пулмаллине, объектсене вăхăтра вĕçлемеллине каларĕ. Çавăн пекех вăл тăвакан ĕçсем пирки халăха ăнлантарсах тăмаллине палăртрĕ. 

 



НТРК
07 июня 2023
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter