Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Муркаш салинче паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăракан вулавăш уҫнă

Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Муркаш салинче  паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăракан вулавăш уҫнă

Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăракан 14-мĕш  вулавăш Чăваш Енре уҫăлнă.  Объекта «Культура» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ.

«Кашни вулавăша уҫнă чухне ачасем питĕ кăсăкланса унпа паллашма кăмăл тунине сисетпĕр.  Уйрăмах ачасем хавхалансах ҫӳреҫҫĕ вулавăшсене.  Шăпăрлансем тӳрех шкултан тухсан библиотекăсене ҫул тытаҫҫĕ.  Ҫакнашкал вулавăшсене уҫнă чухне, кĕнекесен сентрисем те кăсăклă литературăсемпе пуянланаҫҫĕ.  Библиотекăра чылай ҫĕнни пирки вуласа пĕлме, кирек-епле ĕҫе те ҫĕнĕлле йĕркелесе пыма вĕренме пулать, ăс-хакăл тĕнчине  пуянлатса пурнăҫ ҫине ырă енпе пăхма  вĕренсе пырайратăн.  Кунта пĕтĕмпех пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаҫтарнă, туххăмрах интернет ҫыхăнăвне те тухма пулать», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Пирĕн тĕллев кашни муниципалитет округĕнче ҫакăн евĕр вулавăшсене уҫасси.  Кун пек ҫĕнĕ форматпа ĕҫе малалла та тăсса пырсан, ачасем пĕчĕкренех вулавăша ҫул тытĕҫ, пурнăҫăн ырă енĕсене хаклама  та вĕренсе пырĕҫ.  Ĕҫсен хăвăртлăхне ӳстерме шутлатпăр.  Республика хыснинчен куҫакан укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курса, палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пыма та пултаратпăр, кун пирки пĕрре те иккĕленӳ ҫук», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

А.Г. Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан Муркашри тĕп вулавăш ăмăртура мала тухса, хăйсем ĕҫлеме пултарнине ҫирĕплетсе панă. 2023 ҫулта « Культура» наци проектне пурнăҫа кĕртсе пыма уйăрнă федераци хыснинчен пысăк тĕреве тивĕҫлĕ пулнă. Палăртма кăмăллă, РФ федераци бюджетĕнчен пĕтĕмпе 5 млн тенкĕ уйăрнă объекта ҫĕнетсе тĕпрен улăштарма.  Вăл укҫа-тенкĕрен библиотекăн фондне пуянлатма 1 млн  тăкакланă.  Пĕтĕмпе 2043 кĕнеке туяннă вулавăш валли.  

Ҫĕнелнĕ вулавăшра условисем питĕ чаплă. Уйрăмах ачасен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма питĕ паха хатĕрсем вырнаҫтарнă. Ҫитĕнекен ăрăва, ҫемйесене, ватти-вĕттине вулавăшра хăйсен кăмăлне тултарма пĕтĕмпех условисем туса панă.  Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн пукане театрне те йĕркелесе ярас ĕҫ хĕрӳ пырать.    Сусăрсене валли те ятарлă хатĕрсем туса панă. Тин ҫеҫ кун ҫути курнисене валли, ашшĕ-амăшĕсене пепкисене тимлĕх уйăрма ятарлă пӳлĕм туса пани те паха.   

Палăртса хăваратпăр, 2023 ҫулта асăннă вулавăшăн ĕҫченĕсем  пĕлӳ шайне ӳстернĕ,  «Вулавăш ҫĕнĕ форматпа» программăпа хăйсен тавра-курăмлăхне пуянлатнă. Библиотекăна пиллĕк ялтан халăх ҫӳрет, вĕсенче пурĕ 4 596 ҫын пурăнать. Пĕтĕмлетӳ кăтартăвĕсене пăхас пулсан, вăтамран ҫулталăкне библиотекăна 37 пин ытла ҫын ҫӳренĕ. Кĕнекесенчен 19 процентне яхăн чăвашла литературăсемпе хайлавсем тата ытти кăларăмсем.     

Объектăн малти пайĕнче урамра  вырнаҫтарнă, СССР летчик-космонавта А.Г. Николаева халалласа хатĕрленĕ Мемориал комплексĕн мобильлĕ планетарийĕпе, Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе пĕрле пухăннă хăнасем тĕплĕн паллашнă.      



08 июня 2023
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter