Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани

Социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Енре ҫак уяв патшалӑхӑн социаллӑ политикине пурнӑҫлассине тивӗҫтерсе тӑракан ултӑ пин ҫынна пӗрлештерет. Эсир пулӑшу кӗтекен ҫынсен чун-чӗрине ӑшӑ сӑмахпа ӑшӑтатӑр тата вӗсемшӗн ырми-канми тӑрӑша­тӑр. Ырӑ кӑмӑл­лӑх, хӗрхенӳлӗх, ӑшӑ чунлӑх – сирӗн ӗҫӗре ҫак пахалӑхсемсӗр пурнӑҫлама та май ҫук.

Социаллӑ сферӑна аталантарасси, унти  саккунсен никӗсне ҫирӗплетесси – патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать. Ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх кӳрессине шута илекен наци проекчӗсене ҫирӗппӗн пурнӑҫлассине эпир яланах куҫ умӗнче тытатпӑр. Ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу памалли ҫӗнӗ майсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, вӗсене илсе тӑмалли йӗркесем палӑрмаллах ансатланаҫҫӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшса тӑрас ӗҫе йӗркелесе пыракан центрсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патша­лӑх фончӗн филиалӗ, ӑна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу пама туса хунӑ, йӗркеллӗн аталанать.

Ырми-канми ӗҫӗршӗн тата ырӑ чун-чӗреллӗ пулнӑшӑн сире пурсӑра та тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ             Олег Николаев                                                                    

 



08 июня 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter