Экономика çыхăнăвĕсем çирĕпленеççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри ют çĕршыв ĕçĕсемпе ĕçлекен министерствăн Чулхулари представителĕ Сергей Малова йышăнчĕ. Вĕсем республикăн çĕршыв тулашĕнчи экономика аталанăвне сӳтсе яврĕç.

«Чăваш Енĕн çĕршыв тулашĕнчи экономика çыхăнăвĕсем çирĕпленсе, кăтартăвĕсем лайăхланса пыраççĕ», – терĕ Раççейри ют çĕршыв ĕçĕсемпе ĕçлекен министерствăн Чулхулари представителĕ Сергей Малов. Çавăнпа та вăл Чаваш Ен делегацине хăйĕн çинчен каласа пама сĕнчĕ çĕршыв министерствинче. Унта дипломатсен корпусне те явăçтарасшăн Сергей Малов. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку йыхрава йышăнчĕ. Раççей Федерацийĕн Пухăвĕнче регион пуянлăхĕпе, йăли-йĕркипе туллин паллаштарма шантарчĕ. Чăваш Енре икĕ ятарлă инвестпроект пурнăçланать. Вĕсенчен пĕри – Çĕнĕ Шупашкарта. Китай, Куба, Намиби, Венгри, Лима, Узбекистан тата ытти çĕршывпа суту-илӳ, тĕрлĕ проект пурнăçлани пирки каларĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. 



НТРК
08 июня 2023
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter