Культура вучахĕ сӳнмест

«Культура» наци проекчĕ Чăваш Енре туллин пурнăçланса пырать. Кун пирки Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова Раççей Правительствин председателĕн çумĕ Татьяна Голикова ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ. Ăна видеоçыхăну мелĕпе йĕркелерĕç.

 Ларура «Культура» наци проектне регионсенче мĕнле пурнăçланине тишкерчĕç. Чăваш Енри Канаш тăрăхĕнчи Юмансарта культура çуртне пуш уйăхĕнче уçнă. Куславкка тăрăхĕнчи Илепарта вара çĕклеççĕ кăна-ха. Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн музейсене те хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтереççĕ.

 СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Чăваш Республики кашни палăртнă тĕллевсене паянхи куна пурнăçа кĕртнĕ. Клубсем çĕкленсе пыраççĕ. Унсăр пуçне те музейсенче те ремонт ĕçĕсем иртеççĕ. Шанса тăратпăр, çулталăк вĕçне çитиччен эпир кашни объекта пурнăçа кĕртсе çынсене валли çĕнĕ майсем хатĕрлĕпĕр».

«Культура» наци проектне Чăваш Республики 2019 çултанпа хутшăнать. Унтанпа 23 культурăпа ӳнер учрежденине çĕкленĕ тата тĕпрен юсанă, 13 модельлĕ вулавăш уçнă. Çулталăк вĕçлениччен тата пиллĕк хута ярĕç. 



НТРК
08 июня 2023
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter