«Ҫамрăк лидерсен команди» ăмăртăвĕн ҫурма финалĕ иртнĕ

«Ҫамрăк лидерсен команди» ăмăртăвĕн ҫурма финалĕ иртнĕ

2023 ҫулхи ҫĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче республикăри «Ҫамрăк лидерсен команди» ăмăртăвĕн ҫурма финалĕ иртнĕ, унта 88 хӗрпе яш хутшӑннӑ. Ҫурма финала тухнисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи В.А. Борисов саламланă.  Пĕрне-пĕри ăнланса тата килĕштерсе ĕҫлесен ҫитĕнӳ патне ăнтăлма, республикăна аталантарма вăй-хăват хутшăнассине палăртнă.  

 Конкурса кăҫалхипе регионта тăваттăмĕш ҫул ирттереҫҫĕ.  Унта хутшăнакансем: ертӳҫĕ пулас шухăшлӑ, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи ҫамрăксен кадр резервне кĕме хатĕрленекен яшсемпе хӗрсем. 

Кăҫал ăмăртăва хутшӑнма  пин ытла заявка панă. 

Мала тухакансене, пысăк ăсталăхпа палăрса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнисене  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ятарлă стипендине парса хавхалантараҫҫĕ. Финалистсен ушкăнĕ регионăн Атăл тăрăхӗнчи  паллă вырăнĕсемпе паллашĕ.

 



09 июня 2023
13:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter