«Вырăс географи обществин» регионти уйрăмĕн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пырӗ
Вырăс географи обществин Мускаври штаб-хваттерĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Вырăс географи обществи хушшинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлесси ҫинчен калакан Килĕшĕве ҫирĕплетнĕ. Ĕҫ хутне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата ВГО вице-президенчĕ Артем Манукян алă пуснă. Килĕшĕве тĕпе хурса, Чăваш Республикинче Попечительсен канашне йӗркелеме йышăннă, ăна ертсе пыма Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева шаннă. Палăртса хăваратпăр, 2010-мĕш ҫултан пуҫласа Пĕтĕм Раҫҫейри ВГО организацийĕн Попечительсен канашне Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ертсе пырать.
«Пирĕн республика илĕртӳллĕ ҫут ҫанталăкпа, пуян йăла-йĕркепе, культурăпа уйрăлса тăрать. Истори тĕлĕшĕнчен те паха пулăмсемпе пуян. Вырăс географи обществипе алă пусса ҫирĕплетнĕ Килĕшӳ экологи туризмне аталантарса пыма пысăк вăй-хăват хушĕ. Несĕлĕмĕрсем парнеленĕ пуян тупрана упраса хăварма пулăшĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Вырăс географи обществин вице-президенчĕ Артём Манукян сăмаха малалла тăснă май, пĕрлехи ĕҫ Атăлҫи федераци округĕнчи лару-тăрăва тарăнрах тĕпчеме май панине асăннă. Туризма аталантарма та пулăшассине каланă вăл. Ӳлĕмрен пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕррине палăртнă ертӳҫĕсем.
Ҫирĕплетнĕ Килӗшӳ географипе ҫыхӑннӑ наукӑсене тӗпчеме тата ăна анлăрах сарма, культура эткерлӗхне тытса пыма, пӗрлехи экспедицисем, фестивальсем, наука проекчӗсем, тавралӑха сыхлама, ҫут ҫанталӑк вӑй-хӑватне упрама, ҫавӑн пекех туризма аталантарма витĕм кӳрĕ.