Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Ҫӑмӑл промышленность экономикӑн тӗп отраслӗсенчен пӗри пулса тӑрать, патшалӑхӑн пысӑк та анлӑ тӗллевӗсене пурнӑҫласси унӑн кал-кал ӗҫӗнчен те килет.

Ҫӑмӑл промышленноҫра вӑй хуракан пир-авӑр ӑстисемпе ытти ӗҫченсене санкцисене пула юлашки вӑхӑтра ҫӑмӑлах килмерӗ, чӗр тавар тӑратасси йӗркеллӗ пурнӑҫланса пымарӗ, хӑнӑхса ҫитнӗ логистика ҫулӗсем татӑлчӗҫ. Лару-тӑрӑва тӗрӗс хакласа эсир хӑвӑр ӗҫӗре ҫӗнӗлле йӗркелесе ятӑр: Раҫҫейри ӗҫтешсемпе ҫеҫ мар, пирӗнпе туслӑ ҫӗршывсемпе те тачӑ ҫыхӑнусем ҫирӗплетрӗр, Чӑваш Енри пысӑк предприятисен ҫирӗп пӗрлешӗвне – хӑвӑрӑн отрасль кластерне – туса хутӑр. Пирӗн ҫӑмӑл промышленность представителӗсем хӑйсен таварӗсене сутмалли вырӑнсене палӑрмаллах анлӑлатрӗҫ, халӗ Казахстан, Таджикистан, Беларуҫ, Азербайджан ҫӗршывӗсенче пурӑнакансем пирӗн чӑваш ӑстисем туса хатӗрленӗ тумтире тӑхӑнаҫҫӗ.

Ҫӗршывшӑн ансатах мар вӑхӑтра отрасль предприятийӗсенчен чылайӑшӗ, пирӗн салтаксене пахалӑхлӑ хатӗр-хӗтӗрпе, меллӗ те ҫирӗп тумтирпе тата атӑ-пушмакпа тивӗҫтерсе, пысӑк пулӑшу парать.

Паянхи кун, ӗҫлев йӑли-йӗркине типтерлӗн упраса тата пуянлатса пырса, эсир хальхи технологисемпе тата материалсемпе хастарлӑн усӑ куратӑр, импорта улӑштармалли, отрасль валли пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем вӗрентсе хатӗрлемелли тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе тивӗҫлӗ тӳпе хыватӑр.

Сире пурсӑра та профессие парӑннӑшӑн, ырми-канми тӑрӑшулӑхӑршӑн тата ӗҫченлӗхӗршӗн тав тӑватӑп. Хӑйсен паха та пуян опытне ҫамрӑк специалистсене паракан отрасль ветеранӗсене уйрӑммӑн тав туса хӑварас тетӗп.

Чӑваш Республикин тата пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте сире ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                 Олег Николаев                                          



11 июня 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter