Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухăннисене ăшшăн саламланă
Республикăра ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Акатуй уявĕсене ирттерме пуҫланă.
«Ҫĕр ĕҫченĕсене ăшшăн саламлатăп. Ҫуркуннехи тапхăрпа пулса пыракан ҫĕр ĕҫĕсене пур ҫĕрте те вĕҫленĕ. Кăҫал ҫуркунне ытти чухнехи пек мар, ăнсăртран хăвăр ҫавăрăнса ҫитрĕ пирĕн тăрăха. Планпа пăхса хăварнă мĕнпур ĕҫсене, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, туххăмрах ĕҫе тытăнмалла пулчĕ. Палăртнă ĕҫсене тĕпрен пурнăҫа кĕртнĕ. Ку вара пурсăмăра та малалла та ҫакăн евĕр пысăк кăтартусемпе ĕҫлесе пыма хавхалантарать. Сире ӳлĕмрен те ҫакăн пек лайăх ĕҫлеме вăй-хăват сунатăп. Лайăх ĕҫлесен, палăртнă тĕллевсем патне ҫитсен, канма та аван, хытă ĕҫлесе ывăнсан, кăштах каннă хыҫҫăн тата та пысăк ӳсĕмсем патне ăнтăлма та кăмăл-туйăм лайăхланать», – тесе ҫапларах каланă хăйĕн ум сăмахĕнче ентешсене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
«Акатуй уявне кану паркĕнче ирттеретпĕр. Кунта пĕтĕмпех халăх валли паха условисем йĕркеленĕ. Ҫакăн пек пултăр тесе, патшалăх программине тĕпе хурса объектсене ҫĕнетсе улăштарнă. Ялта пурăнакансемпе пĕрле вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем хар тăрса килĕшсе ĕҫлени те куҫ кĕретех. Территорине комплекслă юсаса илем кĕртнĕ, тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăшах мар пулĕ. Хамăрăн йăла-йĕркесене упраса, ăна ламран-лама куҫарса пыма аван условисем туса панă кунта. Ҫитĕнекен ăрăва муниципалитетра пурăнма, хăйсен ăсталăхне туптама, ҫемйе ҫавăрса тăрĕс-тĕкел ача-пăчасене ҫитĕнтерме те паха условисем пур», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл. «Хулан хутлăхне хăтлăлатас» патшалăх программине тĕпе хурса, 2021-2022 ҫулсенче кану парне тирпей-илем кĕртнĕ. Кăҫал кунтах ачасене вылямалли ятарлă тӳрем туса панă. 2022 ҫулта республикăри мĕнпур муниципалитет округĕсенче ачасене валли комплекслă вăйă территорийĕсене туса пама пуҫланă. Пĕтĕмпе 25 территори суйласа илнĕ, вĕсенчен 20-шне юсаса ҫĕнетнĕ. Кăҫал тепĕр 5-шне туса пĕтерме плана кĕртсе хăварнă. 2023 ҫулта тата та тепĕр 15 вăйăсем валли ятарлă комплекссем хута яма палăртнă.
Олег Николаев ĕҫре пысăк кăтартусемпе палăрнă ҫĕр ĕҫченĕсене наградăсем парса хавхалантарнă.
Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансен амăшĕсене, ачасене тĕрĕс воспитани парса ҫитĕнтернĕшĕн ҫар чаҫĕсен командирĕсен тав ҫырăвĕсене парса чысланă. Мария Ракмасова, Ирина Алексеева, Надежда Атамова пек пулма ыттисене те чĕнсе каланă. Вĕсен ывăлĕсем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕхре. «Хĕрлĕ партизан» колхозра тăрăшакан Наталия Яковлевăна ял территорийĕсене аталантарса пырассипе йышăннă патшалăх программипе килĕшӳллĕн социаллă тӳлеве ҫурт-йĕр хăпартма е тата илме свидетельство парса тивĕҫтернĕ.
Пĕлме: Иртнĕ кану кунĕнче ĕҫпе юрă тата спорт уявне Улатăрта, Элĕкре, Вăрнарта, Канашра, Куславккара, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Шăмăршă, Ҫĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай муниципалитет округĕсенче палăртнă.
Программăра – концертсем тата тĕрлĕ ăмăртусем: лашапа чупасси, çӳллĕшне, тăршшĕне сикесси, кĕрешесси тата ытти те пулнă. Ырă йăлапа çав кун ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Мала тухнисене, пултарулăхпа тата хастарлăхпа палăрнисене чысланă. Нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр çĕр участокĕ илме свидетельствăсем, ача амăшĕн капиталне илме тивĕçнисене сертификатсем панă.