Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланă
«Раҫҫей кунĕ – ахаль уяв кăна мар, мĕнпур халăха пĕр чăмăра пухакан мероприятисенчен пĕри пулса тăрать. Эпир Тăван ҫĕршывăмăра хӳтĕлесе, хамăрăн мăнаҫлăха ҫирĕплетсе паратпăр. Раҫҫей пĕрлĕхне, ҫирĕп йĕркене пăхăнса пурăннине те кăтартатпăр. Уяв ячĕпе сире, пурсăра та. Эпир яланах пĕрле! Эпир Раҫҫей ҫыннисем!», – тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Ҫак уяв пирӗн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн – тӗнчери хӑватлӑ патшалӑхӑн пӗрлӗхне сӑнарлать, унӑн аслӑлӑхне Раҫҫей ҫыннисен нумай-нумай ӑрӑвӗ туптаса ҫирӗплетнӗ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Секретарĕ Леонид Черкесов уява пухăннисене саламланă. «Паянхи ҫăмăлах мар лару-тăрура Раҫҫейшĕн пурсăмăр та пĕрле пулни, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Владимирович Путинпа пĕрле ҫитĕнӳсем патне ăнтăлни – ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулăшать. Раҫҫейĕн мĕнпур пайĕнчен пĕри Чăваш Республики. Пирĕн яланах Чăваш Енĕн Пуҫлăхĕпе пĕрле палăртнă тĕллевсем патне ăнтăлма тăрăшмалла. Раҫҫей кунĕ ячĕпе! Пурне те ҫирĕп сывлăх, мирлĕ пурнăҫ, янкăр ҫут тӳпе сунатăп!», – тенĕ вăл.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Раҫҫейӗн тӗнчери ят-сумне ҫирӗплетме пулӑшакан витӗмлӗ йышӑнӑвӗсене хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, нумай вӑйӑмлӑ тӗнче туса хума ӑнтӑлакан тата тӗнчери право йӗркисене пӑхӑнассине тӗп вырӑна хуракан тӗрлӗ континентсенче те уҫҫӑн ырлани тата хапӑл туса йышӑнни питех те пӗлтерӗшлӗ. Тӗнчери йӗркелӗхе тата тӗрӗслӗхе шанчӑклӑн хӳтӗлес тесен хальхи йывӑрлӑхсем умӗнче пултаруллӑ шухӑш-тӗллев тавра пӗрлешни мӗн тери кирлине паян пирӗнтен кашниех лайӑх ӑнланать. Кун пирки палӑртсах каланӑ Пуҫлӑх.
Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев сăмаха малалла тăснă май: «Кун пек ҫăмăлах мар пурнăҫ таппинче, уйрăмах пĕрле пулни паха. Пĕрле пухăнса яланах пĕр шухăшлă пулса тивĕҫлĕ кирлĕ пек йышусем туса хăварма пĕлмелле. Раҫҫейе яланах юратăр, вăл сире Анне вырăнне пулĕ ун чухне», – тенĕ пуҫлăх.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей кунĕнче Раҫҫей Федерацийĕн ҫамрăк яш-кĕрĕмне, ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă паттăрсен ывăлĕсемпе хĕрĕсене паспортсем парса чысланă, вĕренӳре ҫитĕнĕсемпе палăрнисене, спортсменсене, республикăн маттур та пысăк тавра курăлă ҫамрăкĕсене савăнăҫлă лару-тăрура документа алла тыттарнă.
Паллă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Леонид Черкесов, «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ – ПАТРИОТЫ – ЗА ПРАВДУ» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Председателĕн ҫумĕ Федор Степанов, «КОММУНИСТИЧЕСКАЯ ПАРТИЯ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ» фракцийĕн ертӳҫи Алексей Шурчанов, ЛДПР Политика паритийĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫин ҫумĕ Эдуард Петров, «РОССИЙСКАЯ ПАРТИЯ ПЕНСИОНЕРОВ ЗА СОЦИАЛЬНУЮ СПРАВЕДЛИВОСТЬ» Политика партийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ, «ПАРТИЯ ПЕНСИОНЕРОВ» фракцийĕн ертӳҫи Николай Степанов, «НОВЫЕ ЛЮДИ» Политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Ксения Семенова, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă, уяв ячĕпе пухăннисене ăшшăн саламланă, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма суннă.
.