Регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан Чăваш Ен делегацийĕ Петербургра пухӑнакан пĕтĕм тӗнчери XXVI-мĕш экономика форумне хутшăнĕ

Регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан Чăваш Ен делегацийĕ ҫĕртме уйăхĕн 14-17-мĕш кунĕсенче Петербургра пухӑнакан пĕтĕм тӗнчери XXVI-мĕш экономика форумне хутшăнать.

Сумлă делегаци йышĕнче вице-премьерсем: экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев тата ҫавăн пекех цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, бизнес-пĕрлешӳсен представителĕсем.

Форумра пирӗн республика хӑйӗн инвестици вӑй-халĕпе паллаштарать, паха ĕҫ опычĕ пирки, пысăк проектсене епле пурнăҫа кĕртсе пыни ҫинчен каласа кăтартать.

Палăртнă программăпа килĕшӳллĕн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăш-пĕр дискуссиллĕ мероприятисене хутшăнать, унта вăл республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономики ҫинчен хыпарлать.

ТАССпа пӗрле ирттерекен «Ҫирӗп аталану тата регион шайӗнчи «симӗс» экономика» сессире регион мӗнпур ҫул-йӗрпе отрасльте ҫирӗп аталану принципӗсене тата перкетлӗх мелӗсене туса хатӗрлемелли тата ӗҫе кӗртмелли майсене комплекслӑн кӑтартса пама палӑртать.



13 июня 2023
18:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter