Халăх фрончĕн Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин регионсемпе ӗҫлекен ҫумĕ Борис Подольный республика Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă

Енсем наци проекчĕсем мӗнле пурнăҫа кĕнине сӳтсе явнă, Донбаса пулăшас пирки канашланă, Донецк Халӑх Республикине тата шефа илнӗ Бердянск муниципалитет округне пулӑшу кӳмелли ĕҫсем мĕнле пыни ҫинчен калаҫнă.

Ертӳҫĕсем Чăваш Республикинчи Халăх фрончĕн ĕҫченĕсем хăйсем ҫине илнĕ тивĕҫе мĕнле пурнăҫласа пыни пирки те канашланă.

«Чăваш Ен ятарлă ҫар операцине хутшăнакансене, Раҫҫейĕн ҫĕнĕ регонĕсене витӗмлӗ пулăшупа тивĕҫтерет, йывăр лару-тăрăва лекнисем патне гуманитари пулăшăвӗ ăсатать. Бердянск муниципалитет округне пулăшу парас тĕллевпе ятарлă ĕҫ планне ҫирĕплетнĕ. Графикпа килĕшӳллĕн палăртса хунӑ ӗҫсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех туса ҫитерме тĕллев лартнă. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – патшалăхӑн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри. Чăваш Енре вĕренӳ сферинче мӗнлерех ĕҫлесе пынине тĕплĕн тишкерме асӑннӑ тӑрӑхри шкул директорĕсем пирĕн региона килме палăртнă. Ҫӳлерех палӑртнӑ округри 300 ача республикăри кану лагерĕсенче хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме, ăсталăхне аталантарма килĕ. Пирĕн умра пысăк ĕҫсем. Тĕп тĕллев – ҫĕнтерĕве ҫывхартма витĕм кӳресси», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.


«Паттăрсемшĕн чи кирли – ҫĕршыв вӗсене яланах пулӑшма хатӗр пулни. Кăна пурин те питĕ лайăх ăнланмалла. Енчен те ҫамрăксем хăйсене килте чӑтӑмсӑррӑн кĕтнине пӗлсе тӑраҫҫĕ пулсан, вӗсем хăйсене шанса панă тивĕҫе нимĕн иккĕленмесĕрех пурнăҫлаҫҫĕ. Тыл ҫирĕп пулсан вĕсем кирек-епле вăхăтра сиксе тухакан йывăрлăхсене те парăнтараяҫҫĕ. Вĕсен хавхалану туйăмĕ те ӳссех пырĕ. Ҫавăнпа та сире тепĕр хут тав тăватпăр. Эсир кӳрекен пулăшу – салтаксемшĕн, йывăр лару-тăрăва лекнӗ ҫынсемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ», – тесе каланă Халăх фрончĕн Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин регионсемпе ӗҫлекен ҫумĕ Борис Подольный.


Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттернӗ вӑхӑтра Донбаса хӳтӗлекенсем валли укҫа-тенкӗ пухас ӗҫе хутшӑннӑшӑн Халӑх фрончӗн Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин тав ҫырӑвӗсене Раҫҫей Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин «Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ» (Шупашкар хули) федераци патшалӑх бюджет учрежденийӗн тата Федерацин патшалӑх статистика службин Чӑваш Республикинчи – Чӑваш Енри территори органӗн коллективӗсем тивӗҫнӗ.



14 июня 2023
16:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter