Вăрмарти Ямпай ялĕнче ҫĕнĕ Культура ҫуртне уҫнă

Вăрмарти Ямпай ялĕнче ҫĕнĕ Культура ҫуртне уҫнă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев савӑнӑҫлӑ пулăма хутшӑнакансене са-ламланă май, ҫапларах каланă: «Паянхи пурнăҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен пысăк та хăтлă Культура керменĕнче кăсăк мероприятисем йĕркелесе ирттерме, паллах, кӑмӑллӑ пулĕ. Ялта пурăнма условисем хăтлăланаҫҫĕ, инфратытăм ҫĕнелет, кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута каяҫҫĕ. Культура ҫурчĕсенче ăсталăха туптама, пултарулăха ӳстерме кирлĕ кĕвĕ хатĕрĕсем ҫителĕклĕ. Тепĕр тесен, ялта пурăнакансене пĕр ҫĕре пухăнса канашлама та меллĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерме аван. «Культурăна аталантарасси» ятарлă программăн ҫум программипе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин Прави-тельстви клубсене ҫĕнетсе пыма, объектсене хута яма палӑртакан йышăну тунă. Халăх йышне тĕпе хурса, пĕрпекрех ял тăрăхĕсенче пĕрешкел проектсемпе объектсем тума йышăннă. Регионта кашни ҫул вăтамран пилĕк клубран кая мар хăпартса лартма плана кĕртнĕ. Кунсăр пуҫне кивĕ ҫуртсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарасси графикпа килĕшӳллĕн пулса пырать. Ҫулталăкра вунă клуб юсаса ҫĕнетессине плана кӗртнӗ. Вĕсене, паллах, паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе тума тăрăшаҫҫĕ. Ӗҫсене ҫавнашкал туса пырсан ялта пурăнакансен кăмăлĕ тата та лайăхланса пырасси никама та иккĕлентермĕ. Ҫамрăк ăрăва ялта ĕҫ, пурăнма хăтлă условисем пулсан ҫитрĕ те», - тенĕ.

Кĕскен каласан: Вăрмар муниципалитет округĕнче пĕтĕмпе 11 клуба модернизациленĕ, 16-шне ҫĕнетсе улăштарнă.

Халăхăн пуҫаруллă проектне тĕпе хурса 2021 ҫулта Ҫитмĕшре 1,234 млн тенкĕлĕх культура ҫуртне хăпартса лартнă. 2022 ҫулта Тупах ялĕнче 1,6 млн тенкĕлĕх ҫавнашкал ҫурт тунă. Ҫĕнĕ Мăнтăр ялĕнче 1,6 млн тенкĕлĕх культура учрежденине хута янă. Вăтакас салинче 2,2 млн тенкĕлĕх объект тунă.

2023 ҫулта Чăваш Республикин республика хыснинчен 2,6 млн уйăрнă. Кивĕ Вăрмар ялĕнче клуб тума проект хатĕрленĕ.

2023 ҫул пуҫланнăранпа республикăри икĕ муниципалитет округне автоклубсем парса тивĕҫтернĕ. Вĕсемпе Патăрьел тата Канаш тӑрӑхӗсенчи культура ӗҫченӗсем тĕрлĕ ялсене ҫитсе хăйсен пултарулăхĕпе тăтăшах паллаштараҫҫĕ.



14 июня 2023
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter