ПСБ ирхи апатлану мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗчӗк тата пысӑк бизнеса пулӑшмалли паха ĕҫ опычĕпе паллаштарнӑ

Петербургра  иртекен экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ирхи апатлану мелӗпе ирттернĕ ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă.  Кун йĕркипе килĕшӳллĕн уҫă калаҫăва пухăннисем 2023 ҫулхи экономика приоритечĕсем, Раҫҫей бизнесĕн тĕллевĕсем паянхи пурнăҫ ыйтакан пулăмсене шута илсе регионсенче мĕнле улшăнса пынине сӳтсе явнă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансен  ĕҫĕн хăйне евĕрлĕхĕ пирки каласа кăтартнă.  Вак тата вăтам, пысăк бизнеса пулăшу парассипе ҫыхӑннӑ  мероприятисем ҫинче чарăнса тăнă, инвестици вăй-хăватне ӳстерессипе пурнăҫланакан проектсемпе  паллаштарнă.

«Предпринимательсемпе тачă ҫыхăнса ӗҫленин, пĕрне-пĕри пулăшса пынин тухăҫлăхĕ  пур», –  тенĕ вăл.   «Чи кирли – региона аталанса пыма витĕм кӳресси. Пирĕн ӗҫтеш – ПСБ. Вăл республикăна питĕ пулăшать.  Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсемшĕн, уйрăмах машинăсем калăпласа кăлараканнисемшĕн, банк  пулӑшӑвӗ чӑннипех  те пĕлтерĕшлĕ.  Паянхи пурнăҫ ыйтăвĕсене тивĕҫтерме майсем туса пани пурсăмăра та хавхалантарать.  Кирек-епле ыйтăва та вĕсем туххăмрах татса пама е тата уҫăмлатма пулăшаҫҫĕ.   Эпир хамăр регионта тăрăшакансене ӗҫлеме лайӑх майсем туса пама палӑртрăмăр.  Пысăк предприятисемпе пĕрлехи плансене пăхса хăварса ҫирĕплетсе хăварнă.  Пĕрле тăрăшса ĕҫленине кура, кăтарту та лайăхланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, промышленноҫ предприятийĕсене патшалăх енчен тивĕҫтерекен пулăшу юлашки виҫĕ ҫул хушшинче вăтамран 20 хут ӳсни те ҫаканах ҫирĕплетсе парать пулĕ», – тенĕ вăл.   Тепĕр пысăк  ĕҫсенчен пĕри – республикăри программăсене синхронизацилени.  Бизнес сферинче тăрăшакансем инвестици проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе хастар ĕҫлеҫҫĕ. 

 «Эпир социаллă проектсене аталантарса, вăй илтерсе пыратпăр. Кадр ыйтăвĕсене татса панă.  Професси пĕлĕвне илме витĕм кӳнĕ.   Ҫакăн евĕр пулăшусемпе  пĕчĕк бизнесра тăрăшакансене те тивĕҫтернĕ. Кашни муниципалитетăн ĕҫ-хĕлне тарăннӑн тишкернĕ.  Пĕлтĕр кашни муниципалитетăн инвестици профильне  туса хатĕрленĕ.  Тĕрлĕ экспертсем халăхăн, бизнесра вӑй хуракансен, влаҫра тăрăшакансен сĕнĕвĕсене шута илсе кирлĕ пек йышăнусем тунă.   Кашни муниципалитетăн лайăх енĕсене тупса палăртса вĕсене аталантарса пыма условисем туса панă. Ӗҫсене ытларах халăхăн паха сĕнĕвĕсене тĕпе хурса йĕркелесе пыма тăрăшнă.  Кун пек ҫĕнĕ пуҫару кашни муниципалитетăн хăйе евĕрлĕхне тупса палăртма май панă», – тенĕ вăл.   

«Халĕ пирĕн ума питĕ лайăх ӳкерчĕк тухса тăрать.   Пур пек лайăх ĕҫсене шута илсе вĕсемпе ытларах та ытларах усӑ курма тӑрӑшатпӑр.  Ҫакӑн пек ĕҫленине кура инвестици явăҫтарасси ӑнӑҫлӑрах пулса пыма пуҫларĕ. Чăваш Ен инвестици ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе  Раҫҫейре  малтисен ретĕнче.  2022 ҫулта кăтарту 25 процент чухлӗ пысӑкланнă, кăҫал вара I кварталта 27 процента ҫити ӳснĕ», – тенĕ ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса.        



15 июня 2023
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter