Чӑваш Енпе Омск облаҫӗ хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну сарăлать

Петербургра пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Омск облаҫĕн Правительствин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарма килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Енсем суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăҫпа культура пайĕнче пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме калаҫса килĕшнĕ, пĕрлехи проектсене пурнăҫласси пирки сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Омск облаҫĕн Губернаторĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Виталий Хоценко уҫă калаҫу вăхăтĕнче  инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртнĕ чухне пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлесси пирки калаҫса татăлнă.  Промышленноҫ, ял хуҫалăх предприятийĕсене вăй илтерсе аталантарса пырасси, импорта улăштарасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă ертӳҫĕсен.

Документ пĕрлехи мероприятисене йĕркелесе ирттерме хистет.  Тĕрлĕ куравсемпе конференцисем, семинарсем, канашлусем, «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫусем, информаципе тишкерӳ ĕҫĕсене пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене пăхăнса йĕркелесе пыма  витĕм кӳрет.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче: «Килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетни – пĕрлехи ĕҫе ҫирĕп йĕркелесе пыма пулăшать. Правительствăсенче тăрăшакансене пĕрне-пĕри пулăшса, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма витĕм кӳрет.  Пĕрлехи плана йышăнма та аван.  Пĕрне-пĕри аталанма май паракан тĕп ҫул-йĕрсене палăртса хăварма ансатрах пулĕ. Пĕр сăмахпа каласан, малалла утма, ҫитĕнĕсем патне ăнтăлма,  ахаль кăна халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма пулăшать», – тенĕ.      

«Ӳлĕмрен пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлеме, тĕрлĕ направленисемпе паха проектсене пурнăҫлама палăртатпăр.  Электротехника, машинăсем  туса кăларассипе те пысăк проектсене хатĕрлĕпĕр.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне вăй илтерсе пырасси те тĕп тĕллевсенчен пĕриех пулса тăрать.  Пĕчĕк тракторсене туса кăларасси, хими промышленноҫне вăй илтерсе пырасси, ӳсен-тăрансене им-ҫамламалли тĕрлĕ хими препарачĕсене туса кăларассипе те пысăк ĕҫсене палăртса хунă.  Пĕр сăмахпа каласан, ял хуҫалăх техникисене кирлĕ мĕнпур хатĕрсене, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килтерсе тăратас ыйту кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Шăпах та, ку ĕҫсене пурнăҫа кĕртнĕ шайра импорта улăштарассипе курăмлă ĕҫсем пулса пырасси куҫ кĕретех пулĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Омск облаҫĕн Губернаторĕн тивĕҫĕсене пурнăҫласа пыракан Виталий Хоценко сăмаха малалла тăснă май ҫапларах каланă: « Чăваш Ен – нумай нациллĕ Республика.  Кунта пĕр-пĕринпе халăхсем туслă килĕштерсе пурăнаҫҫĕ. Регионăн потенциалĕ пысăк. Халăх ĕҫчен, культура пуян, ял хуҫалăх пайĕ вăй илсе аталанса пырать, промышленноҫ кластерĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  Умри пысăк тĕллевсенчен пĕри – тен хăш-пĕр предприятисене пĕр чăмăра пухса, паянхи пурнăҫ таппинче кирлĕ чи  курăмлă таварсене тирпейлесе кăларма майсем йĕркелесе тăратасси. Сирĕн вăйлă предприятисем сахал мар, таварсене ыттисем хапăл тусах йышăнни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать», - тенĕ вăл.    Пĕр сăмахпа палăртас пулсан, Раҫҫей рынокне предприятисемпе организацисем нимĕн иккĕленмесĕрех тухайраҫҫĕ. Таварсен пахалăх шайĕ пысăк, кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетнĕ пысăк специалистсем.     



15 июня 2023
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter